Фермерсене пулăшаççĕ
Республикăра агропромышленноç предприятийĕсене тата ялта пурăнакансене ытларах пулăшма тытăннă.
«2021 çулта Ял хуçалăх банкĕ ытларах çынна укçан пулăшнă. Ку çынсене кредитпа тивĕçтерессине те /4,7 миллиард тенкĕ панă/, предприятисене те /чи малтанах пĕчĕк тата вăтам бизнеса, фермер хуçалăхĕсене/ пырса тивет. Пĕтĕмĕшле илсен, АПК организацийĕсене 1,3 миллиард тенкĕ патăмăр, çав шутран 89 проценчĕ — çăмăллăхлă ставкăпа», — пĕлтернĕ банкăн регионти филиалĕн ертӳçи Ирина Письменская.
Сăмах май, «Фермер шкулĕ» вĕренӳ проекчĕ 54 предпринимателе пĕлӳ пама пулăшнă. Вăл малашне те ĕçлĕ, унтан вĕренсе тухакансене уйрăммăн та пулăшĕç.