Çамрăксем

16 Ака, 2014

Çамрăк ăславçă çитĕнĕвĕ

Шупашкарти 62-мĕш шкулта 8А класра вĕренекен Максим Смирнов Мускаври изобретенисемпе инноваци технологийĕсен «Архимед-2014» салонĕнче хăйĕн икĕ ĕçĕпе - «Инвалидсем валли транспорт хатĕрĕ» тата «Пÿлĕмре куçса çÿремелли транспорт хатĕрĕ» проектсемпе - паллаштарнă.

11 Ака, 2014

Укçа пухать... юрă çыртарма

Никита Родионов тесен нумайăшĕ тус-тантăшĕ хушшинче юлташне, тăванĕсен йышĕнче палланă çынна аса илме тăрăшать пулĕ. Тен, хăшĕ-пĕри Раççей ÿнерçи Никита Родионов çинчен илтнĕ. Ахăртнех, çакăн пек ят-шывлă ача республикăра темĕн чухлех. Манăн вара сире Шупашкарти 47-мĕш вăтам шкулта вĕренекенпе паллаштарас килет.

11 Ака, 2014

Кĕнеке лавкки - чи юратни

Чăваш Енре пысăк шайри мероприятисем, сăмахран, фестивальсем, пĕр-пĕр çĕр-шыв культурин эрнисем час-часах иртеççĕ. Çавсене хутшăнакан ют тăрăхри çынсем Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче ĕçлекен Надежда Сельверстрова патне кĕреççĕ.

10 Ака, 2014

Чăтма çук асаплантарсан та çĕр-шыва сутман

Вĕсем ахаль арçын ачасемпе хĕр ачасем кăна пулнă. Анчах йывăр та хăрушă вăхăтра çурални кашнин шăпине палăрмаллах витĕм кÿнĕ. Çакă вĕсене паттăр ĕç туса çĕр-шыва хÿтĕлеме те хистенĕ. Çавăн пек ачасенчен пĕри – Зина Портнова – вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ...

Pages