Çамрăксем

25 Ака, 2014

“Тăван чĕлхене ĕмĕрĕпех вĕренмелле”

Массăллă информаци хатĕрĕсем ЧР Мускаври Полномочиллĕ представительстви çумĕнче чăваш курсĕсем уçăлни пирки пĕлтĕр кĕркунне хыпарлама пуçларĕç. Пĕрремĕш заняти 2013 çулхи авăн уйăхĕнче иртнĕ. Унта Чăваш Енре çуралнисем кăна мар, ĕмĕрĕпех Мускавра пурăнакансем те çÿреççĕ иккен.

24 Ака, 2014

Пысăк вăрçăн пĕчĕк паттăрĕ

Тăван Çĕр-шывăн Аслă вăрçин чи çамрăк паттăрĕ Валя Котик 1930 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче Украинăри Каменецк-Подольск облаçĕнче /халĕ Хмельницк/ хресчен çемйинче çуралнă. 1937 çултанпа Шепетовка хулинче пурăннă. Вăрçă пуçланнă çулхине арçын ача улттăмĕш класа кăна куçнă.

23 Ака, 2014

Ир те, каç та тăван чĕлхе янăрать

Чăваш наци радиовĕ 5 çул каялла Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çуралнă кун - ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче - пĕрремĕш хут эфира тухрĕ. Паян вăл 105 FM тата 72.41 УКВ хумсем çинче, интернетра ntrk21.ru адреспа пĕтĕм тĕнчере талăкĕпех калаçать. Эфирăн пĕр пайне юрă-кĕвĕ, тепĕр пайне информаципе аналитика, обществăпа политика, литературăпа драма, ăслăлăхпа вĕрентÿ, ача-пăча, вăйă-кулă кăларăмĕсем йышăнаççĕ. «Каннă чухне те, ĕçленĕ чухне те - Чăваш наци радиовĕ». Ку эпир шухăшласа кăларнă хитре каларăш мар. Ку чăннипех çапла.

Pages