Çамрăксем

15 Çу, 2014

Çирĕп çемье - патшалăх мăнаçлăхĕ

Хĕвел пайăрки çĕнĕ кун пуçланнине систерсе чÿречерен пÿртелле кĕрет. Ыйхăран вăраннăскер ачамсем çывăракан пÿлĕме шăппăн иртетĕп. Сирĕлнĕ утиялĕсене майлаштарса витетĕп те пĕр авăк пепкемсем мĕнлерех мăшлатса тĕлĕрнине сăнатăп. Пĕр тикĕс сывланипе лăпланса черетлĕ ире хавхаланупа кĕтсе илетĕп. Тĕнчери нумай-нумай амăшĕшĕн кун шăпах çапла пуçланни пирки пĕртте иккĕленместĕп. Çемьери тăнăçлăх - пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма паракан тĕп хавха.

14 Çу, 2014

Слета йыхравлатпăр

«Хыпар» ИÇ çамрăк корреспонденчĕсен регионсен хушшинчи слетне хутшăнма йыхравланă делегатсен списокĕ:
 
Элĕк районĕ
Кристина АРТЕМЬЕВА (Мăн Вылă шкулĕ);
Инесса ШАШКИНА (Мăн Вылă шкулĕ);
Анжелика ЕМЕЛЬЯНОВА (Чăваш Сурăм шкулĕ);
Константин ИГНАТЬЕВ (Чăваш Сурăм шкулĕ);
Олеся НИКОЛАЕВА (Чăваш Сурăм шкулĕ);
Людмила КАПИТОНОВА (Юнтапа шкулĕ).

 

30 Ака, 2014

Тархасшăн: «Самант», 4 №, ака!

«Самант» журналăн евĕрлĕхĕ - тусĕсене тем тĕрлĕ информаципе тивĕçтерни. Бронза тапхăрĕнчи хулашсенчен тытăнса тĕнче уçлăхĕнче пулса курнă шкул ялавĕ таранах ытамлать ака уйăхĕн кăларăмĕ. Вулакансем номерте çамрăк хастарсемпе паллашĕç, çуркунне çуначĕсем çине ларса курĕç, ÿркенменнисем вара юмăçа та кайса килĕç.

30 Ака, 2014

“Урăхла тумлансан пурнăç та улшăнать”

Ахăртнех, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Модный приговор» телекăларăма пăхсан чылайăшĕ тĕлĕнчĕ. Ара, ялта çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕсем унта хутшăнни ку таранччен пулманччĕ. Элĕк районĕнчи Яккушкăнь ялĕнче кун çути курнă, халĕ Мускаври пĕр колледжра социаллă педагогра ĕçлекен Людмила Куртовская телекăларăмра ÿкерĕнме ĕмĕтленнĕ.

Pages