Комментари хушас

11 Ака, 2014

Кĕнеке лавкки - чи юратни

Чăваш Енре пысăк шайри мероприятисем, сăмахран, фестивальсем, пĕр-пĕр çĕр-шыв культурин эрнисем час-часах иртеççĕ. Çавсене хутшăнакан ют тăрăхри çынсем Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче ĕçлекен Надежда Сельверстрова патне кĕреççĕ. Вĕсем патĕнче хăнара нимĕç ÿнерçи Ульрих Вернер, Питĕр поэчĕ Арсен Мирзаев тăтăшах пулаççĕ. Микаэль Нюдаль швед Шупашкара çулталăкне икĕ-виçĕ хут килсе каять. Илемлĕ литература хайлавĕсене куçараканскер Чăваш Енре чухне яланах Надежда Аркадьевна патне кĕрет. Вĕсене мĕн çыхăнтарать-ха?

Сăвăсем шăрçаласа чăваш поэзийĕнче вырăн тупнă хĕрарăм пĕр ача çитĕнтерет. Анна - Чăваш халăх поэчĕн Геннадий Айхин хĕрĕ. Тĕнчипе палăрнă поэт йĕркеленĕ çыхăнусене вĕсем те татмаççĕ.

Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.