Çамрăк ăславçă çитĕнĕвĕ
Шупашкарти 62-мĕш шкулта 8А класра вĕренекен Максим Смирнов Мускаври изобретенисемпе инноваци технологийĕсен «Архимед-2014» салонĕнче хăйĕн икĕ ĕçĕпе - «Инвалидсем валли транспорт хатĕрĕ» тата «Пÿлĕмре куçса çÿремелли транспорт хатĕрĕ» проектсемпе - паллаштарнă.
«Архимед» - ăсчахсемпе ăславçăсене /изобретательсене/, инвесторсене, предпринимательсемпе влаç представителĕсене çыхăну йĕркелеме май паракан лапам. Кăçал унта Раççей Федерацийĕн 40 регионĕн тата чикĕ леш енчи 18 çĕр-шыв представителĕсем хутшăннă: Аслă Британирен, Малайзирен, Корейăран, Эквадортан, Тайваньрен, Иранран, Сербирен... Салон конкурсĕсене пĕтĕмпе ăслăлăхпа техника облаçĕнчи 700 ытла проект тăратнă. Вĕсене пурне те малтан федерацин Промышленноç харпăрлăхĕн институчĕн эксперт-специалисчĕсем хак панă. Куравра Чăваш Республикин коллектив экспозицийĕ те пулнă.
Максим Смирнова «Инвалидсем валли транспорт хатĕрĕ» проектшăн медальсемпе чысланă: пĕрне «Архимед» салон йĕркелÿçисем панă, тепĕрне - Китай изобретателĕсен пĕрлĕхĕ. «Сусăрсем валли ăсталанă хатĕрĕн икĕ урапа, вĕсен хушшинче - рычагсем. Инвалидсем хăйсем халĕ çÿрекен кÿмесемпе пусма тăрăх хăпарса анаймаççĕ. Эпир сĕнекен хатĕрĕн рычагĕсем çĕкленеççĕ, çавăнпа çÿлелле хăпарма та, анма та меллĕ. Унсăр пуçне вăл юр тата хăйăр ăшĕнче те путмасть», - каласа кăтартрĕ хăйĕн ĕçĕ пирки Максим.
Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ăславçăсен йышне лекнĕ ачан кăсăклă проектсем татах та пур. «Транспорт хатĕрĕн хăрушсăр тытăмĕ» изобретенийĕшĕн патент та илнĕ вăл. Хăрушсăр çак автомобиль аварие лекекен çынсен пурнăçне çăлса хăварма май парать. Тăрăшуллă вĕренекен «Чăваш Республикинчи çамрăк чи лайăх изобретатель», çамрăксен техника пултарулăхĕн «Робототехника», «Инноваци идейи» конкурссене хутшăнса та чи маттуррисен йышне лекнĕ. 2012 çулта вăл «Архимед» салонăн дипломанчĕ пулнă.
Проектсене хатĕрлессипе Максима ашшĕ Петр Васильевич тата пиччĕшĕ Алексей пулăшса пыраççĕ. Вĕсем те ăславçăсем-çке. Алексей хăйĕн ĕçĕсемпе темиçе патент та илнĕ. Ашшĕн те, инженер-конструкторăн, 40 ытла патент. Максим шăпах çывăх çыннисенчен ырă тĕслĕх илет, халăхшăн усăллă пулакан хатĕрсен моделĕсене хатĕрлет.