Çамрăксем

19 Çу, 2014

"Хатĕр пул!"

Çак юрă сăмахĕсене Совет Союзĕнче кашни ача пĕлнĕ. Ахăртнех, вĕсен хушшинче "пионер" ята илтме ĕмĕтленменни пулман та. Пионер - чи шанчăклă юлташ, аслисене хисеплет, кĕçĕннисене кÿрентермест, кирек епле ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм Союз пионер организацине туса хунăранпа 92 çул çитрĕ. Пионер кунĕ ачасен чи юратнă уявĕ пулнă. Çак кун парад, линейка ирттернĕ, пионерсен ретне илнĕ, кăвайт чĕртнĕ...

19 Çу, 2014

Паллашăр: "Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм" кăларăм

Пирĕнтен чылайăшĕшĕн чикĕ леш енчи пурнăç юмахри пек хитре те асамлă пек туйăнать. Анчах туйăнать çеç çав. Ют чĕлхе, ют культура, пачах урăх йăла-йĕрке - çакă йăлтах малтанхи тапхăрта ура хума пултарать. Çапах чăваш хĕрĕ-каччи ют çĕр-шывра та çухалса каймасть, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе пурнăçри вырăнне тупма ăнтăлать. Акă Шупашкарта çуралса ÿснĕ Екатерина Митрофановăн 15-ре чухне çемьери лару-тăрăва пула Францие куçса кайма тивнĕ.

16 Çу, 2014

Çамрăк журналистсен çарĕ пысăк

Хаçатри е журналти пĕрремĕш заметка... Кирек камшăн та савăнăç, пурин асĕнче те вăл ĕмĕрлĕхех юлать. Хаçат-журналпа мĕн пĕчĕкрен çыхăну тытакансем пур. Ялта, шкулта, районта мĕн пулса иртет - вĕсем йăлтах çыраççĕ, репортажсемпе тĕрленчĕксене редакцие ярса параççĕ...

16 Çу, 2014

12 салтак ÿтне тупнă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсен «Ас тăвăм» шырав отрячĕ Ленинград облаçĕнчи Киров районĕнче иртнĕ «Ас тăвăм вахтинчен» таврăннă. Малалла вулас...

Pages