Комментари хушас

16 Çу, 2014

Çамрăк журналистсен çарĕ пысăк

Хаçатри е журналти пĕрремĕш заметка... Кирек камшăн та савăнăç, пурин асĕнче те вăл ĕмĕрлĕхех юлать. Хаçат-журналпа мĕн пĕчĕкрен çыхăну тытакансем пур. Ялта, шкулта, районта мĕн пулса иртет - вĕсем йăлтах çыраççĕ, репортажсемпе тĕрленчĕксене редакцие ярса параççĕ... Ĕнер Шупашкарта «Хыпар» Издательство çурчĕ йĕркеленĕ çамрăк корреспондентсен слечĕ иртрĕ. Республикăри тĕрлĕ район-хулара пурăнакан шкул ачисем Чăваш патшалăх пукане театрне пухăнчĕç. Уява ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн директорĕ Александр Магарин, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев, ЧР Вĕренÿ министерствин пай пуçлăхĕ Инесса Ядранская хутшăнчĕç.

- Сире çакăнта пухăннă ятпа чун-чĕререн саламлатăп, - терĕ Валентина Владимировна министр. - Эсир сăмахпа ĕçлетĕр, чăваш сăмахĕпе. Тăван чĕлхе ĕмĕр-ĕмĕр упранасси сирĕнтен килет. Апла тăк малашне те çырăр, чăваш пичечĕпе çыхăну тытăр.

Алексей Леонтьев пухăннисене паянхи йывăрлăхсем çинчен каласа кăтартрĕ. Раççей почти çырăнтару хакне палăрмаллах хăпартнăран вулакансен йышĕ сыхланса юлтăр тесен сахал мар тăрăшмаллине палăртрĕ. Чăнах та, 744,12 тенкĕрен 144 тенки кăна редакцие килет, ытти йăлтах почтăра юлать.

- Апла пулин те эсир, сирĕн аçăр-аннĕр пирĕн кăларăмсемпе çыхăну тытасса шанатпăр, - терĕ Алексей Петрович. Çак сăмахсем хыççăнах Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Юлия Адюкова тухса калаçрĕ. Вăл «Тантăш» хаçата вуланине, йăмăкĕ «Тетте» журнала алăран яманнине, аппăшĕ «Самантшăн» касăхнине, амăшĕ «Çамрăксен хаçачĕн» кашни статйине шĕкĕлченине, ашшĕ вара почтальон «Хыпар» хаçата пырса парассине куллен кĕтнине пĕлтерчĕ. Мĕнле маттур çемье! Адюковсем хăйсем те чăваш кăларăмĕсемпе туслă, ачи-пăчине те тăван сăмаха юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхтараççĕ.

Çамрăк 100 яхăн корреспондент пукане театрĕн «Турă патне çырнă 14 çыру» спектакльне куриччен ăсталăх класĕсене хутшăнчĕ. Вĕсене «Тантăшпа» «Тетте» редакторĕ Владимир Федоров, «Самант» редакторĕ Владимир Степанов, Раççейри çамрăк журналистсен лигин Чăваш Енри координаторĕ Евгений Суховерко тата çак йĕркесен авторĕ ирттерчĕç.

Слет тĕллевĕсем туллин пурнăçланчĕç: çамрăк журналистсем пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашрĕç, чи пултаруллисем «Хыпар» Издательство çурчĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç. Шансах тăратпăр: ĕнерхи слета хутшăннисен хушшинче хăйсен пурнăçне чăваш журналистикипе çыхăнтаракансем пулаççех.

Автор тата С.ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Фотрепортаж

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.