Çамрăксем

Çапла — каллех! Аслан Тимофеев спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса савăнтарать. Нумаях пулмасть Сербири Белград хулинче Тĕнче кубокĕ тата чемпионат иртнĕ. Аслан унта WKC каратэ енĕпе чемпион ятне тивĕçнĕ.

Чăваш Республинче иртекен фестивале, конкурса, уява хутшăнакан аякри йăхташăмăрсем уйрăмах асран тухмаççĕ. "Чăваш пики" конкурс çĕнтерÿçи, "Кĕмĕл сасă" фестиваль лауреачĕ Алена Савельева та куç умĕнчех.

Элĕк районĕнчи Мăн Вылăра тĕпленнĕ Клавдия Ермолаевăпа Семен Никифоров пĕрлешсен ача-пăча çуратса ура çине тăратма ĕмĕтленнĕ. Çулсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăннă, анчах çуртра ача сасси илтĕнмен. 44 çул хыçа юлнă. Мăшăр тăлăха усрава илме шухăшланă.

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Çамрăксен кунĕнче, Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕсене чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал çак хавхалантарăва 21-ĕн тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Анна Кудряшова та пур. Премие вăл литература, культура тата искусство енĕпе «Пихампар чунĕ манра» спектакльти тĕп роле — Чиперпие — калăпланăшăн тивĕçнĕ.

Аслă шкула вĕренме кĕрсенех хамран чылай аслăрах каччăпа çемье çавăртăм. Те шукăль çи-пуçĕпе, те çепĕç сăмахĕпе илĕртрĕ вăл мана — пĕлместĕп. Эпĕ хам сисмесĕрех юрату тыткăнне лекрĕм.

Тантăшсем кредитпа хăйсене ятăн кĕтес туянма ĕмĕтленетчĕç. Пирĕншĕн атте илсе панă хваттер çăтмаха çаврăнчĕ. Юрать юратнă хĕрĕн пуласлăхĕ çинчен темиçе çул каяллах шухăшлама пуçланă вăл. Юлташсем пирĕн пата тăтăш килсе çÿретчĕç. Вĕсемпе пĕрле апат пĕçерсе çиеттĕмĕр. Хăшĕ-пĕри çывăрма юлатчĕ.

Pages

Subscribe to Çамрăксем