Комментари хушас

28 Пуш, 2022

Çамрăк шыравçăсем пухăннă

Пуш уйăхĕн 24-27-мĕшĕсенче Чăваш Енре студентсен шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри слечĕ иртнĕ.

Мероприятие çĕршыври 43 регионран 150 çамрăк шыравçă пуçтарăннă. Çав йышра — И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Георгий хăйăвĕ» тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн «Астăвăм» шырав отрячĕсем. Слета хутшăнакансем валли вĕренӳ тата культура программи хатĕрленĕ, йышпа ĕçлемешкĕн хăнăхтарма ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Çавăн пекех студентсем музейсене çитсе курнă, Чăваш Енре шырав юхăмне йĕркелекенсемпе тĕл пулнă.

www.hypar.ru

Рубрика: