Çамрăксем

31 Юпа, 2014

Австри пики Шупашкар канфечĕсене юратать

Шупашкарта юпа уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче кăçалхипе 19-мĕш хут Пĕтĕм тĕнчери чĕлхе фестивалĕ иртрĕ. Çулленех йĕркеленекен мероприятие хутшăнакансен шучĕ ÿссех пырать. Чĕлхе фестивальне ют çĕршывсенче, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакансем килеççĕ. Уявра волонтерсем тĕрлĕ чĕлхепе паллаштарчĕç. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртнĕ мероприятире тибет, эстон, мальта, адыг чĕлхисем кăçал пĕрремĕш хут янăрарĕç.

31 Юпа, 2014

“Нихăçан тутанса курман апатпа Америкăра сăйлантăм”

"Студент вăхăчĕ - чи лайăххи", - тесе пирĕнтен аслисемех каланă. Ахăртнех, университет-училищĕре пулнă самант куç умне тухсан кашнинех чĕри савăнăçпа тулать. Вĕренмесĕр килсе "2" паллă çаклатни те, пур-çук укçана пухса хатĕрленĕ апат çухални те... асран тухас çук. Хальхи вăхăтра студентсем пур енлĕн аталанма пултараççĕ. Юрлама вĕренес килсен вокал кружокне çырăнма, çав вăхăтрах тĕрлĕ мероприятие хутшăнма май пур. Ют çĕршыва каяс килет-и? Тĕрлĕ программăпа усă курса аякри çĕрсене çитсе унти культурăпа, йăла-йĕркепе паллашма пулать.

30 Юпа, 2014

Пĕри тепринчен МАТТУР

Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешри таса та хăтлă шкулта ырă кăмăллă вĕренекенсем ачасене кирлĕ пĕлÿ парассишĕн чунтан тăрăшаççĕ. Телейпе çиçекен куçлă вĕренекенсем вара çутă малашлăх пирки ĕмĕтленеççĕ, хăйсен умне çирĕп тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлаççĕ.

Pages