- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕри тепринчен МАТТУР
Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешри таса та хăтлă шкулта ырă кăмăллă вĕренекенсем ачасене кирлĕ пĕлÿ парассишĕн чунтан тăрăшаççĕ. Телейпе çиçекен куçлă вĕренекенсем вара çутă малашлăх пирки ĕмĕтленеççĕ, хăйсен умне çирĕп тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлаççĕ. Шкулти мероприятисене те хаваспах хутшăнаççĕ. Спортра, вĕренÿре, пултарулăхра та хастар.
«Кĕтменлĕхре çухалса каймалла мар»
Тăххăрмĕш класра вĕренекен Федя Диомидов шкулти «Юман» футбол командин капитанĕ. Тантăшĕсем çирĕп чунлă та тÿрĕ кăмăллăскере пĕр иккĕ-ленмесĕрех çак тивĕçе пурнăçлама суйланă. Вăл вăйă вăрттăнлăхĕсене те, ку е вăл командăпа еплерех вылямаллине те лайăх пĕлет.
- Вăйă вăхăтĕнче кĕтменлĕхсем, тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултараççĕ. Кун пек чухне вара çухалса каймалла мар. Вылякансене хавхалантарма, кирлĕ пулсан кăштах вăрçма та пĕлмелле, - тет Федя татăклăн. Чăн-чăн салтак тейĕн унăн çирĕп сăмахĕсене итлесен.
Унăн пуçарулăхне тата ыттисене хавхалантарнине пула кăçал районти ăмăртусенчен пилĕк хут çĕнтерÿпе таврăннă вĕсен команди. Кубоксемпе медальсем чылай çĕнсе илнĕ. Республика ăмăртăвĕнче те пулса курнă «Юман». Унтан вара иккĕмĕш вырăн йышăнса килнĕ. Маттурсем!
Малашнехи пурнăçне те Федя футболпа çыхăнтарасшăн. Тăххăрмĕш класс хыççăн Шупашкарти «Омон» клубра выляма ĕмĕтленет вăл.
Халĕ унăн тĕп тĕллевĕ - экзаменсене лайăх тытасси. Хастарскере ку питех пăшăрхантармасть пулин те тăтăшах шухăшлаттарать. Çавăнпа вăл нумай вулама, тĕрлĕ конкурса, конференцисене хутшăнма тăрăшать. Нимĕç чĕлхипе тата ытти чылай предметпа кашни çулах олимпиадăсенче палăрать. Математика предмечĕпе иртекен наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсем çеç йышăнать. Пултарулăх конкурсĕсенче те самай çитĕнÿ тунă вăл. Акă пĕлтĕр районта сăвă илемлĕ вуласа иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. «Тăван чĕлхе» сăвва чунтан каласа тÿресене тыткăнланă.
Пур енĕпе те аталанма тĕллев ларт-нăскер «Тантăш» вулаканĕсене те спортпа туслă пулма, нумай вулама сĕнет.
Юрă-ташăра та, спортра та хастар
- Вăл пур мероприятие те хастар хутшăнать. Лайăх ертÿçĕ те. Сасси уçă унăн. Юрлама, ташлама ăста. Пьесăри пĕр-пĕр роле те хаваспах вылять. Пур енĕпе те талантлă хĕр ача вăл, - тет ун пирки Антонина Николаевна Михеева, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.
Чăнах та, саккăрмĕш класра ăс пухакан Даша Осипова пур çĕрте те маттурлăхĕ-пе палăрать. Концерт лартмалла-и, шкулта уяв ирттермелле-и - вăл яланах унта.
Çав вăхăтрах вĕренÿре те аван ĕлкĕр-се пырать пултарулăскер. Олимпиадăсемпе конкурссене тăтăшах хутшăнать. Кушкă ялĕнче иртнĕ тĕпчев ĕçĕсен конкурсне те хаваспах кайнă Даша. Унта сăпка юррисем ăçтан тата хăçан пуçланса кайнине, вĕсем паянхи кун мĕнле вырăн йышăннине, мĕнле усă кÿ-нине каласа панă. Презентаци ирттернĕ. Кирлĕ информацие вăл кĕнекесенчен, интернетран тата кукамăшĕнчен ыйтса пĕлнĕ.
- Çак презентацие хатĕрленнĕ май чылай çĕннине пĕлтĕм, - терĕ Даша. - Авалхи пурнăç питех те кăсăклантарать мана. Ун чухне, паянхипе танлаштарсан, пачах урăхла вăхăт пулнă çав.
Пĕлтĕр «Чăваш Енре çитĕнекен сиплĕ курăксем» конкурсра палăрнă вăл. Тĕпчев ĕçĕ ирттерсе презентаци хатĕрленĕ. Тăван тăрăхри ÿсен-тăранпа паллаштарнă. Вĕсенчен хăшĕсем мĕншĕн пĕтсе пынине, Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнисене кăтартнă, каласа панă.
Елчĕкри исскуствăсен шкулне çул такăрлатаканскер тăмра тата гитара калама вĕреннĕ. Çавна май шкулти юрă-кĕвĕ конкурсĕсене те тăтăшах хутшăнать. Уявсенче уçă сассипе юрă шăрантарса, ăста аллисемпе кĕвĕ каласа куракансене савăнтарать.
Çак класрах вĕренекен Альвина Петрова та юрă-ташăпа кăсăкланать. Ташă ăсталăхне вăл «Ритмика» кружокра туптать. Концертсемпе мероприятисенче вырăс, чăваш тата ытти халăх ташшисемпе куракансене тыткăнлать.
Ачаранах спортпа туслăскер футболла выляма тата матчсене телевизорпа пăхма кăмăллать. Германири «Бавари» командăшăн «чирлет».
Кунсăр пуçне тĕрлĕ ăмăртура, эстафетăра чупса шкул чысне çÿле çĕклет вăл.
- Кашни уявра, тĕрлĕ спорт тупăшăвĕн-че хастар пирĕн Альвина, - мухтаççĕ хĕр ачана пĕр класра вĕренекен тантăшĕ- сем те.
Хастар вĕренекенсем малашне тата нумайрах çитĕнÿсем тума тĕллевлине пĕр харăс пĕлтерчĕç.
Чĕр чунсем – унăн çывăх тусĕсем
Пиллĕкмĕш класри Андрей Капустин анлă тавра курăмлă арçын ача. Вăл чылай япалапа кăсăкланать, нумай вулать.
- Чи юратнă кĕнекесем - рептилисем пирки çырнисем, - каласа парать вăл. Ĕлĕк-авал Çĕр çинче динозаврсем пурăннă. Вĕсем тĕрлĕрен пулнă. Вĕçекеннисем те, тĕлĕнтермĕшшисем те чылай, - хаваспах ăнлантарать Андрей. - Килте çак темăпа çырнă кĕнеке-журнал нумай манăн. Илемлĕ, пысăк ÿкерчĕклисене вулама вара пушшех те кăсăклă.
Чĕр чунсене чунтан юратаканскер шкултан килсенех килĕнчи кĕçĕн тусĕ-сем патне чупать. Ара, кашнине пырса ачашлас, апат парас килет-çке унăн. Лео, Мурка, Дюймовочка кушаккисен савăтне сĕт тултармалла, аквариумри пуллисен апачĕпе шывне тĕрĕслемелле. Шыва вăхăтра улăштармасан пулăсем чирлеме пултараççĕ-çке. Пÿртри тусĕсемпе йăпаннă хыççăн Андрей урама тухса чăхсене тырă сапса парать. Çăмарта тăваканскерсене те çурăмĕсенчен лăпкаса илет. Маттурсем-çке вĕсем, кашни кунах ун валли йăвисене «парнесем» хураççĕ. Кроликсем патне те çитмесĕр чăтаймасть арçын ача. Ай-уй, епле хитре вăрăм хăлхасем! Тĕрлĕ тĕслĕ тата хăйсем. Епле-ха ачашламăн вĕсене?
Кашни кунĕ çапла иртет Андрейăн. Чĕр чунсем - унăн юлташĕсем. Çывăх вăхăтра ашшĕпе амăшĕ ăна тата тепĕр тус - тинĕс сысни - туянса парасшăн-ха. Арçын ача çав паллă куна чăтăмсăррăн кĕтет.
Темĕнпе те кăсăкланаканскер тĕрлĕ ăпăр-тапăр пуçтарать. Унăн «коллекцийĕн- че» илемлĕ чулсем, типĕтнĕ чечексем, чĕр чун шăлĕсем, тĕксем тата ытти те чылай. Пĕрре те ахаль ларма юратмасть вăл. Кунĕпе ăçта кăна çитмест-ши?
Çитĕнсен кам пулса ĕçлессине те палăртса хунă Андрей. Вăл поварта вăй хурасшăн. Амăшне апат пĕçернĕ чухне пулăшма кăмăллать.
Бутерброд çине сĕрмелли хăйĕн рецептне те шухăшласа кăларнă! Халĕ çав апатпа çывăх çыннисене тăтăшах сăйлать.
Пур çĕре те ĕлкĕрме ăнтăлаканскер шкулти мероприятисене те хутшăнмасăр юлмасть. Концертсемпе уявсенче юрăсем шăрантарать.
Çакăнпа çеç лăпланса ларасшăн мар Андрей. Малалла тата нумайрах пĕлесшĕн, вуласшăн, тĕрлĕ енлĕн аталанасшăн вăл.
- Андрейăн чунĕ питĕ пуян. Ырă та уçă кăмăллă вăл. Яланах мĕн те пулин çĕннине пĕлме тăрăшать, - ырларĕ арçын ачана чăваш чĕлхи предметне вĕрентекен Антонина Николаевна Михеева та
Комментари хушас