Австри пики Шупашкар канфечĕсене юратать

Шупашкарта юпа уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче кăçалхипе 19-мĕш хут Пĕтĕм тĕнчери чĕлхе фестивалĕ иртрĕ. Çулленех йĕркеленекен мероприятие хутшăнакансен шучĕ ÿссех пырать. Чĕлхе фестивальне ют çĕршывсенче, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакансем килеççĕ. Уявра волонтерсем тĕрлĕ чĕлхепе паллаштарчĕç. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртнĕ мероприятире тибет, эстон, мальта, адыг чĕлхисем кăçал пĕрремĕш хут янăрарĕç.

Пĕтĕм тĕнчери чĕлхе фестивальне хутшăннă, Австрире çуралса ÿснĕ Кристина Миттерлингпа тата унăн Шупашкарти юлташĕпе Полина Кадкинăпа калаçма тÿр килчĕ. Кристина волонтерсен программипе усă курса Раççее килме шухăшланă. Халĕ вăл Хусанта виççĕмĕш уйăх пурăнать. Вырăсла та: "Салам, эпĕ Кристина ятлă. Эпĕ 19 çулта", - теме çеç пĕлет. Малалла вулас...

Ирина КОШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.