Паян Чăваш республикин хастар ывăл-хĕрĕн пĕр ушкăнĕ Саранска тухса кайнă. Çамрăксем кунта федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи студенчĕсен хушшинче иртекен Ăс-хакăл олимпиадине хутшăнĕç.
Пуш уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче полиатлон енĕпе ăмăрту иртнĕ. Раççейре мала тухассишĕн 9 регионти 60 ытла спортсмен тупăшнă.
«Юлашки 4 çулта Раççейре, çав шутра Чăваш Енре, ĕç профессийĕсен сумĕ ÿсни куçкĕрет», — палăртрĕ ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов.