Комментари хушас

4 Пуш, 2019

Пьедестал çинче — Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди

Пуш уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче полиатлон енĕпе ăмăрту иртнĕ. Раççейре мала тухассишĕн 9 регионти 60 ытла спортсмен тупăшнă. 18-23 çулсенчи спортсменсем 60 тата 1000 /е 2000/ метр чупассипе, ишессипе, пневматика винтовкинчен перессипе тупăшнă.

Регионсен хушшинчи тупăшура Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 3-мĕш пулнă. Пьедесталăн çÿлерехри картлашкисене Санкт-Петербург тата Мари Эл командисем йышăннă. Харпăр хăй кăтартăвĕсемпе 18-20 çулхи спортсменсенчен Илья Саушин /Пушкăрт Республики/, Ангелина Зубкова /Белгород облаçĕ/ палăрнă. 21-23 çулхисенчен Андрей Харланов /Калуга облаçĕ/, Валерия Завьялова /Вологда облаçĕ/ пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнă.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Рубрика: 
Теги: