Cтудентсен отрячĕсен кунне халалласа "çавра сĕтел" иртрĕ

18 Нарăс, 2019

Нарăсăн 17-мĕшĕнче Раççейри студентсен отрячĕн хастарĕсем хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Строительство, сервис, педагогика тата ытти тытăмра хăйсене тĕрĕслекен çамрăксем пирĕн республикăра та сахал мар. Регионти студентсен отрячĕн штабĕ çулленех тĕрлĕ мероприяти йĕркелет, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç проектсем çырса хÿтĕлет, конкурс-фестиваль йĕркелет... Ĕнер Чăваш Енри студентсен отрячĕсем те хăйсен кунне паллă тунă. Ăна халалласа паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "çавра сĕтел" иртрĕ.

Унта Чăвашри студентсен ĕç юхăмне аталантарассине сÿтсе яврĕç. Ку кăна та мар: пĕлтĕрхи çулталăка пĕтĕмлетрĕç тата кăçал мĕнле проектсене пурнăçлас тĕллевлине палăртрĕç. Студентсен отрячĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çак юхăмăн регионти штаб ертÿçи Дмитрий Кошеваров паллаштарчĕ. Хастарсене ЧР вĕрентÿ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алевтина Федорова саламларĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн, Культура министерствин представителĕсем те сăмах илчĕç. Тĕплĕнрех – "Хыпар" издательcтво çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас