Паян чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗ уҫӑлчӗ

16 Нарăс, 2019

Паян чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗ уҫӑлчӗ. Ӑна "Хыпар" Издательство ҫурчӗн "Ҫамрӑксен хаҫачӗн" редакцийӗ, "Хавал" пуҫару ушкӑнӗ, ЧР Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви йӗркелеҫҫӗ. Форума пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.

Унта хутшӑнакансем Чӑваш тӗнчинче палӑрнӑ ҫамрӑк экспертсемпе тӗл пулаҫҫӗ, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Акӑ Тутарстанри чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Артём Носков харпӑр аталану пирки каласа кӑтартрӗ. Ӳсӗм тумашкӑн кӗнекепе туслӑ пулмалла. Талӑкра ҫур сехет те пулсан вуламалла. Артем юратнӑ авторӗсемпе вӗсен хайлавӗсемпе паллаштарчӗ, сӗнӳсем пачӗ, ыйтусене хуравларӗ. Пухӑннисем ӑна аталану пирки кӗнеке ҫырма сӗнчӗҫ.

Ытти лапамра вак халӑхсен лару-тӑрӑвне, ют чӗлхене вӗренес вӑрттӑнлӑхсене сӳтсе яврӗҫ. Экологи теми те ҫӗкленчӗ, фильм ӳкерес вӑрттӑнлӑхсене те уҫрӗҫ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Автор  сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас