Халĕ суту-илÿре пахалăх — тĕп вырăнта

27 Чÿк, 2020

Паян республикăн тĕп хулинчи «Шупашкар-Арена» пăр керменĕн конференц-залĕнче «Уçăмсăрлăх тапхăрĕнчи ăнăçлă бизнес стратегийĕ тата практики» ятпа регионсен хушшинчи XVI форум ĕçлерĕ.

Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăн пахалăх кунне халалларĕç. Коронавирис инфекцийĕнчен сыхланас тĕллевпе унта республикăри предприятисен представителĕсен пĕчĕк ушкăнне пуçтарнă тата доклад тăвакансен пĕр пайĕ видеоконференцçыхăну мелĕпе сăмах каларĕ.

Форума хутшăннисене ЧР промышленноç тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов саламларĕ, пленарлă ларăва республикăн суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин ирттерчĕ.

Форум кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа Раççейри пахалăх организацийĕн президенчĕ, наукăпа техника енĕпе ССР Союзĕн тата Раççей Федерацийĕн патшалăх премийĕсен лауреачĕ, наука докторĕ Геннадий Воронин профессор, РФ Суту-илÿпе промышленноç палатин техника йĕркелĕвĕпе продукци пахалăхĕн комитечĕн председателĕ Сергей Пугачев, Регионсен экономикине тишкерекен институтăн халăха валли пулăшу ĕçĕсем пурнăçлас енĕпе ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттерекен центр ертÿçи Татьяна Зворыкина, Санкт-Петербургри патшалăх экономика университечĕн проректорĕ Елена Горбашко, «Ĕç тухăçлăхĕ енĕпе федерацин компетенци центрĕ» коммерциллĕ мар организацин аслă ертÿçи Антон Горюнов, Техника йĕркелĕвĕн, стандартизацин тата сертификацин ăслăлăх ертÿçи Максим Екатеринин доклад турĕç.

Форумра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн премине тивĕçнисене, регионти «Чăваш Республикин пахалăх палли» тата пĕтĕм çĕршыври «Раççейĕн чи лайăх 100 таварĕ» конкурсенче çĕнтернисене диплом тата парне парса чысларĕç. Тăхтав хыççăн форума хутшăннисем виçĕ ушкăна пайланса продукци пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусене пайăррăн сÿтсе яврĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Теги: 

Комментари хушас