Культура

11 Кăрлач, 2014

Пысăк пархатар

Ваçкă Романовăн ачалăхĕ йывăр пулнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскере кукашшĕпе мăн аккăшĕ пăхса ÿстернĕ. Тăнлă пуçлăскер Вăрнар районĕнчи Çĕрпелти шкул хыççăн малалла пĕлÿ илме тантăшĕсемпе тăватă çухрăмри Уравăша çÿренĕ. Пурнăç çулне суйласси ăнсăртран килмен. Вĕсен анкарти хыçĕнче патшалăхăн сортсене тĕрĕслекен сăнав участокĕ вырнаçнă. Агрономсен ушкăнне ертсе пыракан Алексей Ушмарин хăйсем патне час-часах пыракан, ыйтса пĕлме юратакан çамрăка кăмăлланă. Алексей Иванович ăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне кĕме сĕннĕ, агрономи наукин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.

10 Кăрлач, 2014

Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче - Раштав кĕлли

Кăрлачăн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Раштав кĕллинче пулнă. Ăна Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Шупашкар хулинче Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче ирттернĕ. ЧР Наци телерадиокомпанийĕ служба пынине тÿрремĕнех трансляциленĕ.

10 Кăрлач, 2014

Палăксем те çынсем пекех калаçаççĕ

Йĕпреç поселокĕ 120 çул тултарнине паллă тунă кунсенче «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне Мускав хăни Дмитрий Барановский кĕрсе тухрĕ, хăйсен йăхĕпе çыхăннă кăсăк пĕр япала пĕлтерчĕ.

10 Кăрлач, 2014

“Нумайăшĕ пурăнма яла куçать”

Ют çĕр-шыв культури, унти пурнăç интереслентернĕрен мĕн пĕчĕкренех вĕсем çинчен ÿкернĕ телекăларăмсене пăхаттăм, кĕнекесем вулаттăм. Çапах ют çĕр-шыв çыннипе курса калаçни чылай лайăхрах. Чăваш Ене чикĕ леш енчен туристсем çав тери йышлăн килеççĕ теме çук.

Pages