Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче - Раштав кĕлли
Кăрлачăн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Раштав кĕллинче пулнă. Ăна Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава Шупашкар хулинче Пукрав-Татиана чиркĕвĕнче ирттернĕ. ЧР Наци телерадиокомпанийĕ служба пынине тÿрремĕнех трансляциленĕ.
Раштав кĕлли вĕçленнĕ хыççăн республика Пуçлăхĕ вырсарни шкулĕн ĕçĕпе паллашнă. Ăна Пукрав-Татиана соборĕнче 2013 çулта уçнă. Шкул тĕллевĕсем - ачасен ăс-хакăл вăй-хăватне туллин уçасси, православин нумай çулхи йăли-йĕркине ăнланма, унпа хăйсен хушшинчи çыхăнăва туйма вĕрентесси. Палăртнисене пурнăçламашкăн вырсарни шкулĕнче тĕрлĕ енĕпе ĕçлеççĕ: ачасене православи культурин никĕсĕсене /Турă Саккунне/, чиркÿ-славян вулавне, сăваплă историе, ÿкерÿ ăсталăхне тата ыттине те вĕрентеççĕ.
Чиркÿ çумĕнче çавăн пекех православи тĕнне ĕненекен çамрăксен «Омофор» клубĕ ĕçлет.
А.ВАСИЛЬЕВА.
Г.ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас