“Нумайăшĕ пурăнма яла куçать”

10 Кăрлач, 2014

Ют çĕр-шыв культури, унти пурнăç интереслентернĕрен мĕн пĕчĕкренех вĕсем çинчен ÿкернĕ телекăларăмсене пăхаттăм, кĕнекесем вулаттăм. Çапах ют çĕр-шыв çыннипе курса калаçни чылай лайăхрах. Чăваш Ене чикĕ леш енчен туристсем çав тери йышлăн килеççĕ теме çук. Пирĕн республика çинчен пĕлекен сахал. Нумаях пулмасть словак каччипе паллашма тÿр килчĕ. 25 çулти Андрэй Храстина Словак Республикинчен килнĕ. Чадца хулинче çуралнăскер Турзовка салинче ÿснĕ. Унта вăл 21 çула çитиччен пурăннă. Шкулта вĕреннĕ чухне физикăпа математикăна кăмăлланă, чукун çул инженерийĕпе кăсăкланнă. Самолета, пуйăса, автомашинăна тата ытти транспорта юсама вĕренмешкĕн ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа 9-мĕш класс пĕтерсен Чадца хулинчи машиностроени техникумне кĕнĕ. Тĕрлĕ механизма юсакан механик специальноçне алла илнĕ. Дипломлă пулсан Жилина хулинчи чукун çул транспорчĕн университетне вĕренме кĕнĕ. Унтах вырăс чĕлхипе культури пирки пĕрремĕш хут пĕлнĕ.

- Андрэй, Çĕр чăмăрĕ çинчи миçе çĕр-шывра пулса куртăн?

- Хальччен Серби, Чехи, Польша, Украина, Венгри, Хорвати çĕр-шывĕсене çитсе куртăм. Сербие вăтам шкул пĕтерсен çул тытрăм, унта водительре çур çула яхăн ĕçлерĕм. Словакие таврăнсан альпинизмпа интересленнĕрен тепĕр çур çул Карпат тăвĕсем çинче çăлавçăра ĕçлерĕм, анчах сивве пула ура тата алă сыпписем ыратма тытăнчĕç, ку ĕçе пăрахрăм.

- Пирĕн тăрăха мĕнле тĕллевпе çитрĕн?

- Раççее килесси пирки тахçанах ĕмĕтленеттĕм, вăл 6 уйăх каялла пурнăçланчĕ. Европăри волонтерсен центрĕ урлă Раççее тÿлевсĕр килме май пуррипе усă куртăм. Словакпа вырăс чĕлхисем славян ушкăнне кĕреççĕ, çавăнпа вырăс чĕлхи питĕ килĕшет. Пĕр пек сăмахсене асăрхасан çав тери савăнатăп.

- Волонтер пулса тĕнче касса çÿретĕн, çакă сана пурнăçра усă кÿрет-и?

- Волонтер пулни пурнăçра нумай пулăшрĕ, тĕрлĕ тăрăха çитсе çынсен пурнăçĕпе, халăхсен культурипе паллашрăм. Пĕчĕк чухне эпĕ Раççей çинчен нимех те пĕлмен. Телекуравпа Америка, Европа, Африка çинчен тăтăшах кăтартаççĕ. Раççей пирки вара телекăларăм çукпа пĕрех. Эпĕ Камчаткăпа Урал çинчен çеç курнă. Вырăс кинофильмĕсене тупма пушшех йывăр - Словакире «Морозко» тата «Адмирал» ятлисене çеç курма май пулчĕ. Çавăнпа нумай словакшăн Раççей халĕ те упасемпе, сивĕ хĕлпе çеç çыхăннă. Эпĕ çула тухма пуçтарăннине пĕлсен пĕлĕшсем: «Раççее ан кай, каялла килейместĕн. Çул-йĕрĕ юсавсăр, унта мафи хуçаланать - пĕтетĕн», - терĕç. Халĕ вĕсем каланине аса илетĕп те йăл кулатăп. Эпир Раççей пирки нимĕн те пĕлместпĕр иккен. «Тутарсем тахçанах вилсе пĕтнĕ, Раççейре вырăссем çеç пурăнаççĕ», - шухăшлаттăм эпĕ. Чăвашсем пирки вара кунта килсен çеç пĕлтĕм. Çак çур çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче, Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче презентацисем йĕркелерĕм, реабилитаци центрĕсене çÿрерĕм.

- Пирĕн тăрăхра, уйрăмах хуласенче, ачасем тăван чĕлхепе мар, вырăсла калаçаççĕ. Сирĕн ку енĕпе лару-тăру еплерех?

- Патшалăх чĕлхине словаксем питĕ хисеплеççĕ, çĕр-шывра кашниех ăна вĕренет. Словак Республикинче венгрсемпе чехсем те шкулта словакла вĕренеççĕ. Венгрсем хăйсен чĕлхипе ытларах вĕрентесшĕн пулин те словаксем парăнмаççĕ, хăйсен чĕлхишĕн кар тăраççĕ. Халĕ тĕнчипех акăлчанла вĕренеççĕ пулин те эпĕ ăна килĕштерместĕп, тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн çунатăп.

- Çемье çавăрма ĕлкĕртĕн-и?

- Эпĕ хальлĕхе авланман, тăван тăрăхра атте-аннепе пысăк çуртра пурăнатăп. Манăн пичче пур. Ăна атте ятне панă. Словаксем документра ашшĕ ятне нихăçан та çырмаççĕ. Арăмне упăшкин хушамачĕ килĕшмесен вăл хăйĕннех хăварать.

- Сирĕн туй йăли-йĕрки сыхланса юлнă-и?

- Пирĕн тăрăхра туй хăйне евĕр иртет. Каччăн хĕр илес тесен чи малтанах унăн килĕн алăкĕ умне тăрăхла хунă пĕренене пăчкăпа татмалла. Каччă вăйлă та ĕçчен пулнине пĕлтерет ку. Ĕлĕк йĕкĕт пĕренене касаймасан хĕре качча паман. Халĕ арçын вăйсăртарах пулсан ку йăлана ирттермеççĕ, урăх ĕç тума хушаççĕ. Туя костелра /католиксен чиркĕвĕ/ турăш умĕнче регистрацилеççĕ. Эпĕ пурăннă тăрăхра, Чадца районĕнче, пурăнакансен 95% католик. Кашни вырсарни кун пурте тенĕ пекех костела утаççĕ. Çынсем хăйсене сăпайлă тытма тăрăшаççĕ. Çырăнмасăрах арлă-арăмлă пурăнакан каччăпа хĕре çылăха кĕнĕшĕн айăплаççĕ. Аслă ăрурисем çакна йышăнмаççĕ.

- Тăван тăрăхупа мăнаçлан-ха.

- Словак Республики машиностроенипе палăрнă. Республика автомобильсем кăларассипе тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Кунта кашни 20 çеккунтра конвейер çинчен çĕнĕ машина анать. Вĕсем питĕ нумай: Франци, Китай, Германи маркисем. Пирĕн патшалăх - аграри тата индустри çĕр-шывĕ. Кунта йĕлтĕрпе ярăнмалли ту курорчĕ нумай. Эмел тăвас тата фармацевтика таварĕсем хатĕрлес ĕç те анлă сарăлнă. Замок, кермен нумаййи туристсене илĕртет. Çĕр хăвăлĕ нумай. Хуласем питĕ хитре. Кăнтăр енче ял хуçалăх ĕçĕпе ытларах аппаланаççĕ. Колхозсем сыхланса юлнă. Халăхăн 85,8% - словак, венгрсен йышĕ - 9%.

- Чăваш Енри ял-салана çитсе куртăн-и? Вĕсем сирĕннисенчен уйрăлса тăраççĕ-и?

- Çур çулта кунти нумай ял-салана çитрĕм. Красноармейски, Муркаш районĕсенче пултăм. Çулла ача-пăча лагерĕнче ĕçлерĕм, «Çамрăксен хули» форумпа паллашрăм, унта хамăн çĕр-шыв çинчен каласа кăтартрăм. Чăваш Енре пирĕн тăрăхра çук таварсене тупса илме пулать. Мана хура тул пăтти тата Шупашкарти кондитер фабрики кăларакан тĕрлĕ печени кăмăла кайрĕç. Пирĕн ялсем чылай расна. Вĕсем хуласенчен инçех мар, вăтамран 18 çухрăмра, вырнаçнă. Çуртсем 3-4 хутлă, мĕншĕн тесен ывăлсем çемье çавăрсан тĕп çуртрах юлаççĕ, тепĕр хутра çеç пурăнаççĕ. Халĕ нумайăшĕ пурăнмашкăн яла куçма тытăнчĕ. Сывлăш тасарах пулнипе, пахча çимĕç туса илме, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме май пуррипе çыхăннă ку. Хуласене вĕренме, ĕçлеме тата тавар туянма çеç çул тытаççĕ. Эпĕ, ялта пурăннăскер, хулари шкула велосипедпа çÿреттĕм. Унта 45 минутрах çитеттĕм.

- Сирĕн çĕр-шывра мĕнле професси хисепре?

- Словакире çамрăксем тухтăра, инженера, программиста вĕренме тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ĕç укçи пысăк.

- Çĕнĕ çула епле уявларăн? Сирĕн енче ăна мĕнле паллă тăваççĕ?

- Çĕнĕ çула Шупашкарта кĕтсе илтĕм. Словакире Раштав уявĕ анлă сарăлнă. Ăна раштавăн 24-мĕшĕнче уявлаççĕ. Пирĕн тăрăхра кашниех пĕчĕк Иисуса хăйĕн ĕмĕтне калать, ăна никам та нихăçан та курман. Çак кун кашни килтех пысăк сĕтел хатĕрлеççĕ. Купăста яшки, карп пулă пĕçереççĕ, çĕр улми салачĕ хатĕрлеççĕ. Чăрăш пирĕн тăрăхри уява нимĕçсенчен XVIII ĕмĕрте куçнă. Унччен ăна илемлетмен. Пирĕн тăрăхра Хĕл Мучипе Юр Пике çук, вĕсем вырăнне Çветтуй Николай килет, Хĕл Мучи тумĕллĕскер кашнинех пылак çимĕçпе хăналать.

- Чăваш Ен килĕшет-и? Тăван тăрăха кайсан ун çинчен каласа кăтартăн-и?

- Мана кунта питĕ килĕшрĕ. Каласа кăтартмалли ырри çеç. Шупашкарта нарăс уйăхĕччен пулăп. Чăваш Ен питĕ килĕшнĕрен çулталăкран кунта укçа тÿлесех килме палăртрăм.

Алена ТИМКОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.