Культура

25 Çĕртме, 2014

Çĕнел, Каçал ен, аталан!

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне уявлассине Комсомольски районĕнчен пуçлама ĕнер ирех çула тухрĕ. Киров поселокĕнче фельдшер-акушер пункчĕ уçма хутшăнчĕ. Ăна икĕ уйăхра тунă, хăпартма 1,89 млн тенкĕ тăкакланă.

25 Çĕртме, 2014

«Икĕ пин те пуль çак Туй Пирĕн пурнăç йĕркинче»

Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш Акатуйĕ кăçал хăйĕн «адресне» улăштарчĕ: тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» ятпа çÿрекен культурăпа кану паркĕнчен Хĕрлĕ тÿреме куçрĕ.

25 Çĕртме, 2014

Туссене çирĕм иккĕмĕш хут пухрĕ

Юрă-ташă уявĕ, пурте кĕтнĕ уяв - Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ - туссене 22-мĕш хут пухрĕ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре халăх пултарулăхĕн уявне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

25 Çĕртме, 2014

Мăн аннене упрар!

Çут çанталăка упрасси кашни çыннăн обществăри тивĕçĕсенчен пĕри пулмалла. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен çут çанталăк - этемĕн мăн амăшĕ. Ăна сăтăрçăсемпе сиен кÿрекенсенчен хÿтĕлемелле. Мăн анне çынна пурнăç парнеленĕ, ăс-тăн, чĕре, ÿпке, ал-ура, куç-пуç - кун-çула тăсма кирлине пурне те панă. Этеме халĕ те сăпкара сиктерет. Мăн анне пурнăçран кайсан ачи пурăнайĕ-ши?

Pages