Комментари хушас

25 Çĕртме, 2014

Мăн аннене упрар!

Çут çанталăка упрасси кашни çыннăн обществăри тивĕçĕсенчен пĕри пулмалла. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен çут çанталăк - этемĕн мăн амăшĕ. Ăна сăтăрçăсемпе сиен кÿрекенсенчен хÿтĕлемелле. Мăн анне çынна пурнăç парнеленĕ, ăс-тăн, чĕре, ÿпке, ал-ура, куç-пуç - кун-çула тăсма кирлине пурне те панă. Этеме халĕ те сăпкара сиктерет. Мăн анне пурнăçран кайсан ачи пурăнайĕ-ши?

Республикăн çут çанталăка хÿтĕлекен ĕç тăвакан органĕнче 15 çул /нумай-и, сахал-и?/ вăй хутăм. Тĕллевĕмсенчен пĕри халăхăмăра экологи хыпарĕ-пĕлĕвĕпе паллаштарассиччĕ. Турта хушшине тăрсанах ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе информацин йышлă хатĕрĕсен тачă çыхăнăвне йĕркелерĕм. Журналистсемпе район-хулана çитсе экологин çивĕч ыйтăвĕсене тĕпчерĕм, вĕсене хаçат-журналта çутатрăм. Тĕл пулу-семинарта, конференци-съездра тăван тавралăха хÿтĕлеме нумай чĕнсе каларăм. Публицистика е литература жанрĕпе республикăра пурăнакансен пуласлăхĕпе сывлăхĕ çинчен шухăшласа çĕр-çĕр статья çыртăм. Министерствăран пăрахса кайнăранпа 10 çул ытла ĕнтĕ. Чун-чĕрене кĕрсе вырнаçнă экологи теми ним шухăшсăр пурăнма памасть. Çапах ăна кăкламастăп. Тăван тавралăха усал-тĕселрен хÿтĕлесси - ырă тĕллев. Малашне те амалантăр.

Шухăш-кăмăлăм юпа çумне кăкарнă ăйăр пек пĕр вырăнта тăпăртатмасть, улшăнать, пуянланать. Пуçра кĕмĕл çÿç пĕрчисем хушăннăçемĕн, пенси çулне çывхарнăçемĕн пурнăçра иртнипе пулассине çамрăк чухнехи пек мар, пачах урăхла хаклатăп. Нумай япалана пĕр енлĕн çеç мар, нумай енлĕн пахалатăп. Юлашки çулсенче çак ыйту канăçсăрлантарать. Тăван кĕтесе хÿтĕлесси мĕнрен пуçланать? Çирĕм çул каялла: "Ачана пĕчĕкрен çут çанталăка юратма вĕрентнинчен", - теттĕм. Паян урăхла шухăшлатăп: амăшĕ варĕнчи пепкине ăна юратма вĕрентнинчен тетĕп. Тен, манран тĕлĕнĕр, манпа килĕшмĕр. Нанотехнологи саманинче пурăнатпăр. Амăшĕ хăй куçĕпе курнине, туйнине, савăннине, хурланнине, хăранине, юратнине варти ача туйса чун-чĕрине хывать. Вăл çĕр çине сĕм пĕлмесĕр килмест, амăшĕнчен ăс-хакăл, шухăш-кăмăл никĕсне хывать. Тин çеç çуралнă ача тĕлĕк тĕлленнинчен, пит-куçĕ йăл кулăпа çиçнинчен тĕлĕнер мар. Вăл сĕмленет, туять, сисет.

Пулас ача ашшĕ-амăшне çут çанталăка упрама ятарласа вĕрентмелле. Ламран лама усал шыçă, юн пусăмĕн, чĕре-ÿпке чирĕсем, ытти амак куçаççĕ. Медицина ĕçченĕсен çакна йывăр хĕрарăма çине тăрсах ăнлантармалла. Çакăнпа пĕрлех çут çанталăка юратма та вĕрентмелле. Амăшĕ ача чун-чĕрине тăван тавралăха упрас тĕллев хывни хăйне те, пепкене те кирлĕ.

Чире пула камăн леш тĕнчене вăхăтсăр каяс, хăш ашшĕ-амăшĕн чирлĕ ача çуратса уншăн куççуль юхтарас килтĕр? Никамăн та нуша курас килмест. Çут çанталăк этеме пурăнма чи нумай 100-150 çул парать. Нумайăшĕ 50-70 çултах вилет. Çак тĕрĕс марлăх мана çеç мар, чылайăшне çырлахтармасть.

Этем мĕн чухлĕ пурăнасси хăйĕнчен нумай килет. Чылай енĕпе ачана пĕрремĕш класа кайиччен е шкулта ятарласа вĕрентнинче усă сахал. Унпа куллен калаçса ăс пама йывăр. Вăл ырра е усала пайăр тĕслĕхрен вĕренет. Амăшĕ канфет хутне çĕре е çÿп-çап пухмачне пăрахнине асăрхаса евĕрлет. Ăна улăштараймăн, уншăн ашшĕ-амăшĕ - яланах хисепре. Вĕсем мĕн тăваççĕ е калаççĕ - ачи çавăн пек. Пирус туртсан паян е ыран вăл та çăвара хыпать. Аслисем пахча хыçне çÿп-çап тăкаççĕ - ача та унта йăтать. Лешсем йывăç хуçрĕç, клумбăри чечеке тăпăлтарчĕç - вăл та сĕмсĕрленет. Аслисем ял-хулари çын çÿрекен çĕре ăпăр-тапăр пăрахаççĕ - шăпăрлан та çавнах тăвать.

Манăн хисеплĕ шăллăм Саша юлашки çулсенче тăван килте аттене пăхса пурăнать. Чăвашăн йăли çапла: пĕр тăвансенчен чи кĕçĕнни - тĕпкĕч. Çуллен тусĕсене пухса пахча хыçĕнче субботник ирттерет. Ăпăр-тапăра уйăраççĕ. Çунаканнине кĕллентереççĕ, хыттине çĕре чавса чикеççĕ. Атте-анне ăна тирпейлĕхе вĕрентнĕ. Урăхла пурăнаймасть. Пахча хыçне ăптăр-каптăр тултарнăшăн шăллăм малтан тарăхатчĕ, халĕ шÿтлет çеç. "Кÿршĕ-аршă мана пионерсен субботникне манма памасть", - тет.

Çитĕнекен ăрăва мăн аннемĕре упрама хăнăхтарасси çав тери йывăр ĕç мар. Малтан ашшĕ-амăшĕн çут çанталăка хÿтĕлеме вĕрентекен ятарлă курсра пĕлÿ пухмалла. Ачасем вĕсен çулĕпе кайĕç. Канаш, Йĕпреç, Красноармейски тăрăхĕсен Ака туйĕсене кайса куртăм. Чăвашсем юрласа-ташласа савăнчĕç, çур аки маттурĕсене чысларĕç, ачапчана тĕрлĕ тетте парнелерĕç, карусельпе ярăнтарчĕç - чун хĕпĕртерĕ. Райадминистрацисем йĕркеленипе тирпейлÿçĕсем Акатуй уçланкине кун каçа тирпейлесех тăчĕç. Кашни вунă-вун пилĕк минутран тенĕ пек çумран михĕпе иртрĕç. Анчах чун-чĕрене урăххи хурлантарчĕ. Ачасем ашшĕ-амăшĕ туянса панă теттене курупка е çăтăр-çатăр хутран уйăрчĕç те кирлĕ маррине çĕре вăркăнтарчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ÿпкелесе пĕр сăмах та каламарĕ. Çывăхрах - çÿп-çап пухмачĕ. Ачапа пĕрле е уйрăммăн унта пăрахма юрамастчĕ-ши?

Айăпĕ - аслисенче. Вĕсем ачасене çут çанталăка упрама вĕрентес тĕлĕшпе мĕн кирлине пурне те тумаççĕ. Йĕпреç Акатуйĕнче юнашарах 13-14 çулсенчи пĕр ушкăн хĕвĕшрĕ. Шÿтлеççĕ, кулаççĕ. Пылак шыв ĕçеççĕ, типĕтнĕ çĕр улми чăмлаççĕ. Акă алăри савăтсене çĕре пăрахрĕç те мечĕке тапкалама тытăнчĕç. Тепĕртакран вĕсене пуçтармасăрах малалла утрĕç. Эпĕ ачасем патне васкаса пытăм та пуш савăтсене пуçтарма ыйтрăм. Хăвăртрах пухса пухмача тултарас вырăнне манпа тавлашма тытăнчĕç. Юрать-ха, вĕсене пилĕк минута яхăн намăслантарнă хыççăн ушкăнри хĕр ача пухма ÿркенмерĕ. Арçын ачасем ахăлтатса кулчĕç.

Инçет çĕр-шывсенче час-часах курса çÿренĕ пĕлĕшĕм каласа пани аса килет. Пĕррехинче вăл Раççей командипе пĕрле Памир тăвĕ çине хăпарнă. Унта Европăран та пынă. Альпинистсем апатланма ларнă. Пирĕннисем ăша хĕлхем янă та рюкзакĕсене пуçтарса вырăнтан тапраннă, апатланнă лаптăка пушă савăт-сапа, çăтăр-çатăр хут хăварнă. Чикĕ леш енчен килнисем хăйсенне те, пирĕнне те пуçтарса çунтарнă, кĕлленменнине çĕре чавса чикнĕ. "Пурнăçра мана çавăн чухнехи пек нихăçан та намăс пулман, - вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне. - Ют çĕр-шыв спортсменĕсен куçĕнчен ăмăрту вĕçленичченех пăхаймарăм".

Кирек хăш континентри çын - мăн аннемĕр ачи. Ăна кашни халăхăн, патшалăхăн упрамалла. Хÿтĕлемесен инкек курасси куç кĕрет. Тинĕсе нефть, чĕрĕлĕхе сиен кÿрекен ытти хутăш юхтарса, унта та кунта атом пайăрки сапаласа, промышленноç предприятийĕсенчен Атăла, ытти юхан шыва этеме чир-чĕре яракан хими хатĕрĕсем чăмтарса, сывлăша йÿçек газпа, ытти хутăшпа вараласа, вăрман лаптăкне пĕчĕклетсе, унта кăнăш-канăш тăкса, çут тĕнчене ытти енĕпе сăтăр кÿрсе мăн анне пурнăçне йывăрлататпăр. Вăл этемлĕхе кÿрекен кислородпа сывлатпăр, чĕр таварпа усă куратпăр, шыв ĕçетпĕр, апат çиетпĕр пулин те ырлăх-телейшĕн ăна сума сумастпăр, упрамастпăр, усал-тĕселрен хÿтĕлеместпĕр. Ку этемлĕхе ырри патне илсе çитермĕ. Сывă пурăнас тесен çут çанталăка упрама кашни çынран пуçламалла. Мăн аннене хисеплеме ачасене вĕрентер.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.