Туссене çирĕм иккĕмĕш хут пухрĕ

Юрă-ташă уявĕ, пурте кĕтнĕ уяв - Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ - туссене 22-мĕш хут пухрĕ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре халăх пултарулăхĕн уявне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Б.Моторин, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ В.П.Ефимов тата хаклă хăнасем хутшăнчĕç.

Иван Борисович фестивале хутшăнакансемпе хăнасене саламларĕ, Раççей Федерацийĕн культура министрĕ В.Р.Мединский янă саламлă çырăва вуласа пачĕ. «Раççей çăл куçĕсем» йăлана кĕнĕ наци культурисене упраса пурăнакан, аталантаракан çынсен професси, туслăх çыхăнăвĕсене çирĕплетме çĕнĕ майсем уçса параççĕ кăна мар, Раççей гражданĕсене хăйсен историйĕпе интересленме пысăк витĕм кÿреççĕ, патриотлăх туйăмне вăратаççĕ», - тенĕ унта.

Уява уçнă вăхăтра фестивале хутшăнакан коллективсем пĕрин хыççăн тепри утса иртрĕç, çĕр çинчи тĕрлĕ кĕтесрен илсе килнĕ çăл куç шывĕ пĕр пысăк çăл куçа пĕрлешрĕ. Раççей халăхĕсен хăйне евĕрлĕ культурисем Раççейĕн пĕр пĕтĕм ăс-хакăлĕ пулса тăраççĕ.

Фестиваль халăх пултарулăхĕн таса та иксĕлми çăл куçне упраса пурăнать. Коллективсем хăйсен юрри-ташшине, вăййине - хăйĕн халăхĕн культурин пайне, тăван тăрăх историйĕн пайне - парнелеççĕ. Куракансем юрă-кĕвĕ, ташă, ал ĕç ăстисен нумай енлĕ талантне тивĕçлипе хаклаççĕ. Кăçал Республика кунĕн уяв мероприятийĕсене Раççей Федерацийĕн 32 регионĕнчен, çав шутра Чăваш Республикинчен те, 39 коллектив, Китайран /Аньхой тата Гуйчжоу провинцийĕсенчен/ 2 коллектив, Италири 1 коллектив, Азербайджанран 3 юрăç, çавăн пекех Беларуçпа Эстонири пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнаççĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.