Пушкăртсен энциклопедийĕ Чăваш Ене

25 Çĕртме, 2014

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Пушкăртстан чăваш кĕске энциклопедийĕн презентацийĕ иртрĕ. Ĕпхÿ хулинчи «Полиграф» общество пичетлесе кăларнă хулăн кĕнекене хăтлассине Чăваш Енре Республика кунне халалланă мероприятисен картинче йĕркелени ăнсăртран мар: пирĕн йăхташсем Пушкăртстанра самай йышлăн пурăнни, вĕсен хушшинче çĕр-шывĕпе чапа тухнă çынсем чылай пулни - пĕлтерĕшлĕ сăлтав.

- Икĕ çул каялла Чĕмпĕрсем хăйсен регион энциклопедине презентациленĕ çĕре чĕннĕччĕ. Ун чухне Владимир Яковлев предпринимателе пĕрле илсе кайрăм. Çул-йĕр строительствинче хастар ĕçлекенскер эпир мĕншĕн халĕччен çакнашкал кĕнеке кăларманнипе кăсăкланчĕ. Укçа-тенкĕ чылай кирли тĕп чăрмав пулнине каларăм. Çулташăм ĕçе тытăнса пăхмаллине, нухрат тĕлĕшпе май пур таран хăй пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ. Çапла пăр вырăнтан тапранчĕ, - пысăк ĕçе епле пуçăннине аса илчĕ кĕнеке авторĕсенчен пĕри Юрий Михайлов, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ.

Энциклопедие хатĕрлеме редколлегисĕр пуçне ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, шкулсем хастар хутшăннине палăртма кăмăллă. Иван Тарасов, Владимир Максимов, Михаил Сидоров тавра пĕлÿçĕсен материалĕсем паха та вырăнлă. 400 яхăн страницăллă энциклопедире - 1700 ят, хушамат /кунта ĕнтĕ географи ячĕсем те кĕреççĕ/. Кĕнеке 2000 экземплярпа пичетленнĕ, çак кунсенче сутлăха тухнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.