Комментари хушас

25 Çĕртме, 2014

Çĕнел, Каçал ен, аталан!

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне уявлассине Комсомольски районĕнчен пуçлама ĕнер ирех çула тухрĕ. Киров поселокĕнче фельдшер-акушер пункчĕ уçма хутшăнчĕ. Ăна икĕ уйăхра тунă, хăпартма 1,89 млн тенкĕ тăкакланă. Кунсăр пуçне медоборудовани туянма кĕмĕл самай уйăрнă. ФАПа тĕп урампа вак чул сарса çыхăнтарнă. «Малтан кунта йĕпе-сапара пылчăк çăрăлатчĕ, ÿлĕм çул тикĕсленĕ», - терĕ ĕç ветеранĕ Константин Скворцов. Пункт йĕри-тавра карта тытнă, ешĕллентернĕ, чечек лартнă. Çурт республика ялавĕ пек сап-саррăн çуталса ларать.

ФАП умне пĕтĕм ял-йыш пуçтарăннă. Савăнăçлă пухăва район пуçлăхĕ Евгений Карпеев уçрĕ. Поселокра медпункт çуртне хăпартма хыснаран укçа уйăрас ыйтăва татса панăшăн республика Пуçлăхне тав турĕ.

«ФАПра пациентсене йышăнма, сиплеме мĕн кирли пурте пур. Ял çыннисем хăйсене кунта пăхнипе питĕ кăмăллă», - пĕлтерчĕ пункт ертÿçи Ирина Корнилова.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ватти-вĕттине Республика кунĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. «Эпĕ хамăн указпа республикăра 2013-2015 çулсенче модульлĕ çĕнĕ 100 ФАП хута яма йышăнтăм, - терĕ вăл. - Вăл графикпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Пĕлтĕр 20 пункта ĕçе кĕртрĕмĕр. Кăçал та çавăн чухлĕ тума палăртнă. ФАП çурчĕсене çĕклеме республика хыснинчен кĕмĕл ытларах уйăрма май килсен, тен, 2014 çулта малтан палăртнинчен нумайрах та хута ярăпăр».

Хаклă хăна пухăва пуçтарăннисен хушшинче çамрăксене асăрхарĕ те: «Ял-йыш валли социаллă объектсем тăватпăр. Республикăра демографи лайăхланма тытăнчĕ. Сирĕн йĕркене кĕрет-и? Ача çуратакансем пур-и? Юрату пур-и?» - тесе ыйтрĕ. «Пур!» - кăшкăрчĕç вăй-хал тапса тăракан хĕрарăмсем. «Апла пулсан - ача çуратмалла!» - хавхалантарчĕ М.Игнатьев çамрăк çемьесене.

Медпункт умĕнчи хĕрлĕ хăйăва касса ФАП уçăлнине пĕлтерме 4-мĕш класа куçнă Полина Яковлевăна тата медицина ветеранне Альбина Деменковăна шанчĕç. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен, райадминистрацирен килнисем çурта ял çыннисене парнеленĕ строительсен ĕçне пахаларĕç. Пÿлĕмсенче илемлĕ, хĕлле ăшă, кунтах - вĕри, сивĕ шыв, туалет.

Республика Пуçлăхĕ урама тухрĕ кăна - ăна ял çыннисем сырса илчĕç. «Михаил Васильевич, поселока хăтлă ФАП лартса панăшăн тав тăватпăр!» - терĕ пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕ те çав сăмахах каларĕ. Çитменлĕхсене тапратакан пулмарĕ.

Райцентрта Республика кунне савăнăçлăн паллă тунипе пĕрлех Комсомольски ялĕ çумĕнчи нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкĕнче «Уй кунĕ-2014» Чăваш Ен куравĕ иртрĕ. Михаил Игнатьев унта çитсе ял хуçалăх техникин çĕнĕ моделĕсемпе паллашрĕ. Вĕсен ретĕнче кашни районти хуçалăхăнне, çав шутра Комсомольски районĕнчи Ф.Г.Хайрутдинов фермерăн тата «Ылтăн пучах» обществăн тыр-пул пухса кĕртмелли ACROS тата VECTOR комбайнĕсене куртăмăр. Курава техникăн вун-вун хатĕрне тăратнă. АПК инженерĕ-техникĕшĕн усăлли, çĕнни чылай.

Комсомольскин тĕп урамне ĕнер паллама çук. Вăл вун-вун тĕрлĕ тĕспе, çĕр-çĕр çыннăн савăнăçлă пит-куçĕпе, суту-илÿ тăвакансен таварĕпе çиçет, ял тăрăхĕсенчен уява пухăннисен калаçăвĕ-куллипе, пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшипе кĕрлет. Республика Пуçлăхĕ уяв кĕрекине иртиччен ял тăрăхĕсен пурнăçĕпе паллаштаракан экспонатсене тиркевлĕн пăхса иртрĕ. Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хаклă хăнана алтăрпа кăпăклă сăра тыттарчĕ. Михаил Васильевич хаваспах ас тивсе пăхрĕ. Шупашкартан килнисем сцена çине хăпарсан Комсомольскисем çулталăк кĕтнĕ уяв пуçланчĕ.

М.Игнатьев пурне те Республика кунĕпе саламларĕ, телей, сывлăх сунчĕ. Комсомольскисем ăна хатĕрленсе республика хыснинчен уйăрнă укçана усăллă тăкакланине палăртрĕ.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова Каçал ен çыннисене чăвашла саламларĕ. «Ырă кун пултăр, хаклă туссем! Сире Республика кунĕпе саламлатăп!» - терĕ. Уява хутшăнакансене ырă сăмахсем каласа хавхалантарчĕ.

Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов Республика кунне çуллен райцентрсенче уявлама хатĕрленсе ялсене тирпей-илем кĕртнине пысăк хак пачĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Михаил Афанасьев Кĕтне тăрăхне кăçал Республика кунне савăнăçлăн паллă тума шаннăшăн республика Пуçлăхне тав турĕ. Уява тăсса М.Игнатьев «Рассвет» хуçалăх водителĕ Владимир Наумов кăкăрĕ çине «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят паллине çакса ячĕ, ĕç хастарĕсен пĕр ушкăнне республика Пуçлăхĕн, ЧР Министрсен Кабинечĕн, РФ Ял хуçалăх министерствин, ытти ведомствăн Хисеп хучĕсемпе наградăланине çирĕплетекен Дипломсем, тепĕр ушкăна хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелеме укçа уйăрассине çирĕплетекен сертификат, пурăнмалли вырăна лайăхлатма социаллă тÿлевпе тивĕçтерессине ĕнентерекен свидетельство пачĕ.

Кăнтăрлахи апат хыççăн Çĕрпÿ хулинчи «Кăнтăр-1» микрорайонта 240 вырăнлă ача сачĕ уçма хутшăнчĕ. «ПМК-8» АУО /ертÿçи В.Н.Ижелеев/ ăна 14 уйăхран туса пĕтернĕ. Çурта хăпартма хыснаран 115 млн тенкĕ уйăрнă. Ача сачĕн алăкĕсене хĕрлĕ хăю касса уçма ашшĕ-амăшĕ çеç мар, мăнукĕсемшĕн хĕпĕртенĕ пенсионерсем те пуçтарăннă.

Садике хута яриччен чылайăшĕн шăпăрланĕ пĕлĕве ÿстерме шкул çулне çитичченхи учреждение темиçе çул çÿреймен. Кĕтнĕ савăнăç тинех çитнĕ! Ачаллă çемьесемшĕн тăрăшакан Михаил Игнатьева тата федераци бюджетĕнчен республикăна ача сачĕсем уçма кăçал кăна 700 млн тенкĕ куçарттарассишĕн Мускаври влаç органĕсенче тĕрлĕ ыйтăва татса пама хутшăннă Алена Аршиновăна кунта ăшшăн та хавассăн кĕтсе илчĕç.

Республика Пуçлăхĕ пурне те Республика кунĕпе, Çĕрпÿре çĕнĕ садик уçăлнă ятпа саламларĕ, ашшĕ-амăшне пултаруллă та ĕçчен ăру çитĕнтерме ырлăх-сывлăх сунчĕ.

 Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.