Экономика

19 Пуш, 2014

Деклараци кĕтет инспекци

Налук органĕсенчи Уçă алăксен кунĕсем йăлана кĕчĕç темелле. Пĕтĕм Раççейре йĕркелекенскерсем кăçал виççĕмĕш хут иртрĕç. Пуш уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче республикăри налук инспекцийĕсенче халăх чăннипех йышлă пулчĕ.

19 Пуш, 2014

Амăшĕсене - хÿтлĕх

Иртнĕ çул вĕçĕнче йышăннă пенсипе çыхăннă çĕнĕ саккунсенче амăшлăхпа ачалăха хÿтĕлес енĕпе витĕмлĕ улшăнусем палăртнă. Паянхи кăларăмра вĕсемпе Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Роза Алексеевна Кондратьева паллаштарать.

- Роза Алексеевна, амăшĕсене хÿтĕлесси пирки сăмах пуçариччен пенси формули еплерех улшăннине уçăмлатмăпăр-и?

18 Пуш, 2014

Техника паркне çĕнетмеллех

Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР экономикине модернизацилес тата технологие аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине 3 ыйту кĕртнĕ.

18 Пуш, 2014

Электрон майпа - меллĕрех

Федерацин миграци службин Чăваш Енри управленийĕ халăха электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕ парассине лайăхлатсах пыма тăрăшать. Çакă республикăри çынсен Раççей гражданинĕн паспортне илнĕ тата пурăннă çĕрте регистрацие тăнă, пропискăран тухнă, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курнă чухне вăхăта перекетлеме май панине тата меллине аван ăнланать.

18 Пуш, 2014

Кăтартусем лайăхланнă

2013 çула Чăваш Ен Правительстви ăнăçлă вĕçленĕ: республикăн патшалăх парăмне чакарас, бюджет йышăнас тата ăна пурнăçлас тĕллевпе пахалăха ÿстерес, харпăр хăй тупăшне пысăклатас тĕлĕшпе ÿсĕмсем пур.

Налук тытăмне çĕнетессипе çыхăннă мероприятисем кăтартăва лайăхлатнă. 2013 çулта республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕ 43079,2 млн тенке çитнĕ, 2012 çулхинчен 2963,2 млн тенкĕ /7,4%/ ÿснĕ. Чăваш Ен бюджечĕ пĕлтĕр РФ Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсемпе килĕшÿллĕн приоритетлă енсенчен йĕркеленнĕ.

Pages