Амăшĕсене - хÿтлĕх

19 Пуш, 2014

Иртнĕ çул вĕçĕнче йышăннă пенсипе çыхăннă çĕнĕ саккунсенче амăшлăхпа ачалăха хÿтĕлес енĕпе витĕмлĕ улшăнусем палăртнă. Паянхи кăларăмра вĕсемпе Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Роза Алексеевна Кондратьева паллаштарать.

- Роза Алексеевна, амăшĕсене хÿтĕлесси пирки сăмах пуçариччен пенси формули еплерех улшăннине уçăмлатмăпăр-и?

- Çĕнĕ саккунсем тăрăх страховани пенсине тивĕçмешкĕн вăй питти тапхăрта 15 çултан кая мар стаж тата 30 коэффициентран сахал мар пухмалла. Урăхла каласан çĕнĕ условисенче стаж тăсăмĕн тата официаллă йĕркепе шалу илсе тăнин пĕлтерĕшĕ ÿсет. Тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме илес тĕк асăннă кăтарту халĕчченхи пекех юлать.

Саккунсенче палăртнă условисене пурнăçа майĕпен кĕртеççĕ: 2015 çултан тытăнса 10 çул иртиччен куçăм тапхăрĕ вăйра тăрать. Стажа 6 çултан пуçласа çуллен пĕршер çулталăк ÿстереççĕ. Пенсин харпăр хăй коэффициенчĕн чи пĕчĕк виçине 2015 çулта çирĕплетнĕ 6,6-ран çуллен 2,4 хăпартаççĕ. Асăннă кăтартăва палăртмашкăн ĕçпе тивĕçтерекен уйрăм çыншăн тÿленĕ суммăна чи пысăк шалуран /халĕ çулталăкра - 624 пин тенкĕ/ куçаракан взнос виçи çине пайлаççĕ тата пысăклатнă коэффициент çине хутлаççĕ. Сăмахран, 2015 çулшăн пенси коэффициенчĕн хакне патшалăх 64,1 тенкĕпе танлаштарнă. Çапла вара стаж 30 çул пулсан тата çак тапхăрта 300 коэффициент ĕçлесе илме пултарсан страховани пенсийĕ 19 пин тенкĕрен иртмелле.

- Çапах та амăшĕсем пысăк коэффициента тивĕçесси иккĕлентерет: ача çуратнипе, ăна пăхнипе хĕрарăмăн производствăран чылай вăхăтлăх уйрăлма тивет вĕт...

- Çĕнĕ саккунсем тăрăх социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене страховани стажне кĕртессине сыхласа хăварнă, çав шутра ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнине те. Асăннă вăхăтшăн пенсин çулталăкри уйрăм коэффициенчĕсене шутласа параççĕ. Вĕсем мĕн чухлĕ пухăнасси ывăл-хĕр йышĕнчен килет: иккĕмĕшĕшĕн - 2 хут нумайрах, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшĕшĕн - 3 хут. Йĕкĕрешсене /е харăсах çуралнă виçĕ ачана/ пăхнă чухне коэффициентсене пĕрле хушаççĕ. Çапла вара патшалăх амăшлăха хÿтĕлессине вăйлатнă. Çакăн усси сисĕмлĕ: тĕслĕхрен, тăватă ача çуратса вĕсене пăхмашкăн илнĕ 6 çуллăх отпускшăн хĕрарăма 24 коэффициента яхăн параççĕ. Виççĕмĕш тата тăваттăмĕш пепкисемпе ларнă тапхăршăн вара вĕсем пысăклатнă виçеллисем пулаççĕ /28 пин тенкĕпе танлашакан шалу шайĕнчисем/.

- Çĕнĕлĕх 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăй илессе асăнтăр. Тивĕçлĕ канăва тухнă нумай ачаллă амăшĕсене халех ырă хыпарпа савăнтарма пулать - 2014 çулта ĕç пенсине ачана 1,5 çула çитиччен пăхнă тапхăра пысăклатнине тĕпе хурса çĕнĕрен шутласа параççĕ.

- Çапла, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен амăшĕсен пенси прависене ачасене çулталăк çурăна /анчах пĕтĕмпе 4,5 çултан мала мар/ çитиччен пăхнă тапхăра тĕпе хурса тепĕр хут хаклаççĕ. Урăхла каласан халĕ виçĕ ачана пăхнă тапхăра - кашниншĕн 1,5 çул - стажа кĕртеççĕ.

Нумай ачаллă амăшĕсен пенси ирĕкне Пенси фондĕнче упранакан кăтартусем тăрăх палăртаççĕ. Виççĕмĕш ача çуралнине ĕнентерекен документа ашшĕ-амăшĕ унта çитермен тĕк кирек хăш вăхăтра пырса пама юрать - страховани çулталăкĕн хакне тĕпе хурса пенсие кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен шутлаççĕ.

2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнă тапхăр тăсăмне 6 çула çитереççĕ.

- Ку çĕнĕлĕх амăшĕсенчен кашнинех пырса тивет-и?

- Çĕнĕлĕх 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ачана 1,5 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнисем тĕлĕшпе вăйра тăрать, мĕншĕн тесен çав тапхăршăн Пенси фондне тÿлемелли страховани взносĕсене шутласа паман, çавна май 3 çултан ытларах вăхăт пенси виçине витĕм кÿмен.

Асăннă отпускра 2002 çулччен пулнисене илес тĕк çак тапхăрсене пенси палăртнă чухне шута илменнисенне кăна çĕнĕрен шутлаççĕ. Сăмахран, кил хуçи хĕрарăмĕсенне, студентсенне, урăхла каласан ачапа ларнă вăхăтра ĕç вырăнĕ пулманнисенне. Асăннă тапхăрта ĕç хутшăнăвĕсенче тăнă /ачана 1,5 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ/ хĕрарăмсене ăна пенси шутламалли стажа кĕртсе панă.

- Кăçалхи ырă хыпарсенчен тепри - амăшĕн капиталне индексацилесе 429408 тенке çитерни. Роза Алексеевна, республикăра унăн сертификатне тивĕçнисем йышлă-и?

- Амăшĕн капиталĕ пирки йышăннă федераци саккунĕ пурнăçа кĕнĕ 7 çулта пирĕн республикăра унăн сертификатне 50 пин ытла çемье илнĕ. Вĕсен çуррийĕ капитал укçипе 9 млрд тенкĕлĕх хуçаланнă ĕнтĕ. Пĕлтĕр ку енĕпе чылайăшĕн - саккун вăй илнĕренпе патшалăх пулăшăвĕн хушма мерипе усă курма ирĕк пуррисен 25 проценчĕн - ыйтăвне тивĕçтернĕ.

- Çемье капиталĕн укçипе ашшĕ-амăшĕ хăш тĕллевпе ытларах усă курать?

- Чылайăшĕ çав шутпа пурăнмалли условисене лайăхлатнă - 27 пин çемье 9,1 млрд тенкĕ тăкакланă. Тĕпрен илсен вĕсем пурăнмалли çурт-йĕр кредичĕсене саплаштарнă. Çурт-йĕр туянакан тата пая кĕрсе строительствăна хутшăнакан, подряд организацийĕн пулăшăвне тивĕçмесĕр харпăр хăй пÿртне çĕклекен тата çĕнетсе улăштаракан, хваттер туянма е çурт лартма кредит илнĕ чухне малтанхи взноса тÿлекен сахал мар.

- Амăшĕн капиталĕпе ачисене пĕлÿ парас текенсем йышлă-и?

- Ывăл-хĕрне аслă шкулта, колледжра пĕлÿ панăшăн, ачисене ясли-сада çÿретнĕшĕн тÿлеме пирĕн республикăри 847 çемье амăшĕн капиталĕ шутĕнчен 25 млн тенкĕ тăкакланă.

Çапла майпа çемьери кирек хăш ачана /вĕренме тытăннă чухнехи ÿсĕм 25 çултан иртмелле мар/ та Раççейри вĕренÿ учрежденийĕсенче /паллах, вĕсен вĕренÿ пулăшăвĕпе тивĕçтермешкĕн право пулсан/ пĕлÿ пама юрать. Унсăр пуçне çав тапхăрта общежитире пурăннăшăн амăшĕн капиталĕ шучĕпе тÿлеме юрать - ку ирĕкпе 9 çын 90 пин ытла тенкĕлĕх усă курнă. Ачасен ăсталăхне вĕренÿ курсĕнче пуянлатнăшăн, тĕслĕхрен, ют чĕлхе вĕрентнĕшĕн, тÿлеме май пур - кун пек чухне патшалăх аккредитацийĕ илнĕ учрежденипе çирĕплетнĕ килĕшÿ кирлĕ.

2011 çултан амăшĕн капиталне ачана муниципалитетăн е уйрăм çыннăн ясли-садĕнче пăхса усранăшăн тÿлемешкĕн тăкаклама ирĕк панă - асăннă мелпе республикăри 183 çемье пуçаруллă усă курать - вĕсемшĕн ясли-садсене çак тĕллевпе 1,3 млн тенкĕ куçарса панă.

Ачисене шкул умĕнхи учреждение çÿретнĕшĕн амăшĕн капиталĕн шутĕнчен тÿлес шухăшлă ашшĕ-амăшĕн Пенси фондне ясли-садпа тунă килĕшĕве çитермелле, унта тÿлев виçине тата укçа куçармалли реквизитсене кăтартмалла. Пĕрремĕш тÿлев заявлени çырнăранпа икĕ уйăхран кая юлмасăр çитет, ытти - килĕшÿре кăтартнă вăхăтра.

- Роза Алексеевна, капитал укçине амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ÿстермешкĕн хывас пирки заявлени паракан пур-и?

- Çĕр-шывĕпе илес тĕк унашкал заявленисем 2 пине яхăн, Чăваш Енре хальлĕхе çук. Амăшĕсене çакна пĕлтерес тетĕп: 2015 çулта пенсин пухăнса пыракан пайĕ хăй тĕллĕн /пухăнса пыракан пенси/ пулса тăрать, ăна кашни çын суйласа илсе йĕркелеме пултарать. Çавна май саккун кăларакансем амăшĕсене хăйсен ирĕкĕпе çемье капиталĕн укçине пухăнса пыракан пенсие йĕркелеме кăна мар, страхлаканнине пуянлатмашкăн яма та май туса памалла.


Пичете Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.