Кун хыççăн кун

7 Çĕртме, 2021

Пушарнăйсем тупăшнă

Çĕмĕрле районĕнче «Чи лайăх пушарнăй - 2021» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн республика тапхăрĕ иртнĕ.

Ăмăртăва тĕрлĕ районта пушар хуралĕнче ĕçлекен 20 специалист хутшăннă.

Пĕрремĕш вырăна Етĕрне лесничествин ĕçченĕ Иван Иванов тивĕçнĕ. Шăмăршă лесничествинчи Владимир Чернов — иккĕмĕш, Марат Азизов — виççĕмĕш. Вĕсене дипломпа тата хаклă парнепе чысланă. Авăн уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнче ăмăртăвăн федераци тапхăрĕ иртĕ. Унта республика шайĕнчи çĕнтерӳçĕсем тупăшĕç.

1 Çĕртме, 2021

Кашни ача ячĕпе – улма-çырла йывăçĕ

Тăвай районĕнчи Владимирпа Светлана Михайловсем 9 пепке çитĕнтереççĕ, вĕсенчен 8-шĕ — хăйсен хӳттине илнисем. Пысăк çемье çĕр ĕçне юратать, выльăх-чĕрлĕх усрать. Светлана Николаевна садра кашни ача ячĕпе улма-çырла йывăçĕ лартнине палăртрĕ. Ывăл-хĕр тĕнчене — илем, чуна хăтлăх кӳнине, вĕсен витĕмĕпе пур йывăрлăх та хыçа юлнине пытармарĕ.

1 Çĕртме, 2021

Вĕсемшĕн конкурс вĕçленмен-ха

Паян Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрăн çĕнтерӳçисемпе «çавра сĕтел» иртрĕ.

Республикăн тĕп хулинче пурăнакан Александрпа Татьяна Львовсен çемйишĕн тупăшу вĕçленмен-ха. Вĕсем утă уйăхĕнче Шупашкарта иртекен конкурс финалне хутшăнĕç.

1 Çĕртме, 2021

Ывăл-хĕр тĕнчене илем кӳрет

Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ янăрать. Çĕр çине телей курма килнĕ тĕпренчĕксем юрласа ташлаççĕ. Йĕри-тавра уяв кăмăлĕ хуçаланать.

Pages