Ывăл-хĕр тĕнчене илем кӳрет

1 Çĕртме, 2021

Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ янăрать. Çĕр çине телей курма килнĕ тĕпренчĕксем юрласа ташлаççĕ. Йĕри-тавра уяв кăмăлĕ хуçаланать.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунпа саламланă май шкул ӳсĕмĕнчисене çуллахи каникула усăллă ирттерме, аслăраххисене экзаменсене ăнăçлă тытма сунчĕ. Çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ аталантармашкăн вĕренӳ тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртни çинче чарăнса тăчĕ вăл. Çакă, паллах, пуласлăха ырă витĕм кӳрĕ. Олег Алексеевич пепке çывăх çыннисен çумĕнче хăйне телейлĕ туйнине, юлашки çулсенче нумай ачаллă çемьесене патшалăх ытларах пулăшнине палăртрĕ.

«Хаклă ачасем, сире пурнăç çулĕпе нимрен хăрамасăр çирĕппĕн утма вăй-хал сунатăп. Енчен те ăнсăртран ӳксен çийĕнчех тăрса малалла ăнтăлмалла. Шухăшланине пурнăçа кĕртме тăрăшмалла», — терĕ Олег Алексеевич.

Роман Казначеев психолог ачасене похода илсе кайни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл сăнанă тăрăх, çакă шăпăрлансене йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет, яваплăх туйăмне вăйлатать. Унран та ытла, тавралăхпа паллашни ывăл-хĕрĕн ăс-тăнĕнче çырăнса юлать. Çул çӳрев саманчĕсене тăтăш аса илниех çакна çирĕплетет.

Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче тĕрлĕ проект хута кайни çинчен хамăр хаçатра çырсах тăратпăр. Лариса Рябинина ертӳçĕ хаклă хăнасене уйрăм пӳлĕме кĕртсе кăтартрĕ. Шăпах çакăнта центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ, чуна уçса калаçаççĕ, çивĕч лару-тăрăва сӳтсе яваççĕ. Унсăр пуçне ачасем хăйсене журналист ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхма пултараççĕ. Хальхинче Саша республика Пуçлăхĕ Олег Николаев валли ыйту хатĕрленĕ: «Çамрăксенчен чылайăшĕ видеоблогер вырăнĕнче хăйне хăтлă туять. Енчен те эсир ман ӳсĕме таврăнсассăн мĕнле ыйтăва çутатнă пулăттăр?» «Манпа, 10 çулти арçын ачапа, кам пуласси тавра сăмах пуçарсан уçлăха вĕçме ĕмĕтленни çинчен калăттăм. Ун чухне космонавтика теми анлă сарăлнăччĕ. Каярах, ӳснĕçĕмĕн, шырав ĕçĕ илĕртме пуçларĕ. Хамăн пурнăçа федерацин хăрушсăрлăх службипе çыхăнтарас шухăш та çуралнăччĕ. Çапах халĕ пурнăç опытне мала хурса харпăр хăйĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене çутатма сĕнес килет. Кашни çыннăн шалти тĕнчи мĕнешкел пуян», — хурав пачĕ регион ертӳçи.

Сумлă хăнасене тутлă апатпа кĕтсе илеççĕ. Хĕрачасем ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕркене тĕпе хурса сĕтел хатĕрленĕ. Педагогсем пулăшнипе ачасем пĕçернĕ çимĕçе Олег Алексеевич та тутанса пăхрĕ. Хăй янтăлама пĕлекен апат тавра сăмах пуçарчĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас