Комментари хушас

1 Çĕртме, 2021

Кашни ача ячĕпе – улма-çырла йывăçĕ

Тăвай районĕнчи Владимирпа Светлана Михайловсем 9 пепке çитĕнтереççĕ, вĕсенчен 8-шĕ — хăйсен хӳттине илнисем. Пысăк çемье çĕр ĕçне юратать, выльăх-чĕрлĕх усрать. Светлана Николаевна садра кашни ача ячĕпе улма-çырла йывăçĕ лартнине палăртрĕ. Ывăл-хĕр тĕнчене — илем, чуна хăтлăх кӳнине, вĕсен витĕмĕпе пур йывăрлăх та хыçа юлнине пытармарĕ.

Красноармейски районĕнчен килнĕ Наталья Яковлева усрава тата опекăна илнĕ виçĕ тĕпренчĕкшĕн хăйĕн ăшшине шеллемест. «Ачасем амăшĕн телейне туйма пулăшрĕç. Мăшăрăм пирĕншĕн — çемье тĕрекĕ. Пур уява та асра юлмалла йĕркелеме тăрăшатпăр. Ятарласа сценари çыратпăр, кĕске фильм ӳкеретпĕр», — каласа кăтартрĕ хĕрарăм.

Элĕк районĕнчи Ивановсен çемйинче — 4 ача. Ку килте — опекăна илнисем те тăванран та тăван. Вĕсем çемье сăн ӳкерчĕкĕсене упраççĕ, йăх тымарне тĕпчеççĕ. Надежда Андреевна уяв тĕлне ачасем хăйсен аллипе парне хатĕрленине аса илчĕ. Тĕпренчĕксем экологи акцийĕсене кăмăлтан хутшăнаççĕ. Çавна май йывăç лартаççĕ, тавралăха тасатаççĕ.

Вăрмар районĕнчи 5 ачаллă Петровсемшĕн стена хаçачĕ кăларасси чун киленĕçне çаврăннă. Урăхла каласан, вĕсем çемье историне çыраççĕ. Шупашкара килме тухсассăн Валентина Николаевна, сăмахран, ачалăхран уйрăлма васкамалла марри çинчен сăвă çырнă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Алжейкинсен пысăк çемйинче пурте шахматла выляççĕ. 12 ача амăшĕ Раиса Ивановна тĕпренчĕкĕсене учительсемпе танлаштарчĕ. Хĕрарăм хăй те, мăшăрĕ те йышлă çемьере çитĕннине палăртрĕ. Сăмах май, çак мăшăр 4 пепкине пурнăç çулĕ çине кăларнă тата 8 ачана хăйсен çунатти айне илнĕ.

Олег Николаев «çавра сĕтеле» пĕтĕмлетнĕ май ыттисене тĕслĕх кăтартнăшăн пурне те тав турĕ. Патшалăх пур енлĕ тĕрев пама тăрăшнине палăртрĕ. Ачасене пĕчĕкренех хăйсен çулне суйлама пулăшмаллине каларĕ.

Лариса Рябинина уява килнисен пĕрлехи сăн ӳкерчĕкĕ çине Олег Николаева алă пусма ыйтрĕ. Ăна уйрăм вырăна вырнаçтарма шухăш тытнине пĕлтерчĕ. Унта сумлă ытти хăнапа сăнланнă ĕçсем те хăйсен вырăнне тупĕç. Çакă ачасене пурнăç картлашкипе çӳлрен çӳле хăпарма хавхалантарĕ.

Çакнашкал ырă тĕслĕхсемпе паллашма пулчĕ паян Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрăн çĕнтерӳçисемпе «çавра сĕтел» иртнĕ май.

www.hypar.ru Марина ТУМАЛАНОВА сăн ÿкерчĕкĕ