Кун хыççăн кун

1 Çĕртме, 2021

Ывăл-хĕр тĕнчене илем кӳрет

Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ янăрать. Çĕр çине телей курма килнĕ тĕпренчĕксем юрласа ташлаççĕ. Йĕри-тавра уяв кăмăлĕ хуçаланать.

1 Çĕртме, 2021

Шупашкарта — журналистсемпе экономикăпа финанс экперчĕсем

Шупашкарта финанс журналистикин «Тенкĕ тăрăхĕ» регион конкурсĕн çĕнтерӳçисем пухăннă. Чăваш Ене тĕрлĕ регионти, çĕршыври журналистсем, экономикăпа финанс эксперчĕсем килнĕ.

31 Çу, 2021

Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе тӗл пулчӗ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче финанс журналистикин "Тенкӗ тӑрӑхӗ" регион конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисемпе тата призерӗсемпе тӗл пулчӗ.

Вӗсем, 25 журналист, паян Шупашкара ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен, ют патшалӑхсенчен килсе ҫитнӗ. Ҫул ҫӳрев тӗллевӗ - Чӑваш Енре конкурс парнисене илесси.

31 Çу, 2021

Тăлăхсене ал парар

Çĕртме уйăхĕн1-мĕшĕнче 10 сехетре Пĕтĕм Раççейри «Юнашар пулма ансат» çутĕç акцийĕ старт илет.

Мероприятие тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнисен организацийĕсенче пурăнакансене тата усрава илнĕ ачасене халалланă. Йĕркелӳçисем — «Ача çурчĕсенчен тухнисен «Пĕтĕм çĕршыв ачисем» пĕрлешĕвĕ» Пĕтĕм Раççей общество организацийĕ тата Раççей çутĕç министерстви.

31 Çу, 2021

Паспорт илекенсене РФ Конституцине парнелĕç

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕрремĕш хут Раççей паспортне илекенсене Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн экземплярне парĕç.

Çакнашкал улшăнăва Раççей Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин кĕртнĕ. Ку йĕрке 14 çул тултарнă, пĕрремĕш хут паспорт илекен граждансене тата Раççей гражданствине йышăнакансене пырса тивет. Çакă патриотлăх туйăмне ӳстерме пулăшĕ.

www.hypar.ru minobrnauki.gov.ru

Pages