Кун хыççăн кун

28 Çу, 2021

Тĕлпулура - Мускав хăни

Паян Наци библиотекинче Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕпе, совет тата Раççей футболисчĕпе, тренерĕпе, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕпе, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Валерий Газзаев тĕл пулчĕ.

28 Çу, 2021

Кӳршĕ аякри тăванран çывăхрах

Чăваш Енре 128 наци çынни пĕр çемьери пек туслă килĕштерсе пурăнать. Вĕсем тĕрлĕ тĕн йăли-йĕркине пĕр-пĕрне чăрмантармасăр тытса пыраççĕ…

Патшалăх наци политикин ыйтăвĕсене паян Туслăх çуртĕнче сӳтсе яврĕç. «Çавра сĕтел» ĕçне Мускавран килнĕ пысăк делегаци — РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Валерий Газзаев ертсе пыракан ушкăн — хутшăнчĕ.

27 Çу, 2021

Валерий Раштавăн ĕмĕрĕ татăлнă

Чăваш халăхĕшĕн – пысăк çухату. Ĕнер, çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Валерий Раштав сăвăçăн чĕри тапма чарăннă.

Паян эстрада юрăçисем, поэтпа çыхăну тытнисем тата унăн пултарулăхне кăмăллакансем хăйсен хурланăвне социаллă сетьсенче пĕлтереççĕ.  Унăн ĕмĕрĕ питĕ ир татăлчĕ пулин те сăввисем юрăсенче яланах пурăнĕç.

24 Çу, 2021

Малтанхи сасăлав пуçланнă

Çу уйăхĕн 24-30 мĕшĕсенче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин малтанхи сасăлавĕ иртет.

Çак мелпе палăртнă кандидатсем авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Патшалăх Думин е ытти шайри суйлава хутшăнĕç. Сасăлас текенсен харпăрлăхне «Патшалăх пулăшăвĕсен» порталĕ урлă çирĕплетмелле. Пĕтĕмлетÿ тăрăх кандидатсен списокĕ йĕркеленĕ, ăна «Пĕрлĕхлĕ Раççей» сьесчĕ çирĕплетĕ.

www.hypar.ru

24 Çу, 2021

Хăтлăх хамăртан килет

Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче 2022 çулта хăтлăх кӳме палăртнă общество территорийĕсемшĕн сасăлас тапхăр вĕçленет.
 
Сасăлав https://21.gorodsreda.ru/ сайтра иртет. Унта 14 çултан аслăрах çынсем хутшăнаççĕ. Портала республикăн 25 муниципалитечĕн 75 дизайн-проектне вырнаçтарнă.

www.hypar.ru

Pages