Раççейри конкурса кайма тивĕç ветерансен хорне палăртĕç

5 Юпа, 2017

Ыран, юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче, 10 сехетре, Шупашкарта çулланнисен тата ветерансен «Çирĕп пирĕн çунатсем!» республикăри фестиваль-конкурсĕ иртĕ. Унта хутшăнакансем Трактор тăвакансен культура керменне пуçтарăнĕç.

Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне «Вокал», «Фольклор пултарулăхĕ», «Театр жанрĕ», «Инструмент музыки», «Хореографи», «Илемлĕ сăмах» номинацисемпе хаклĕç. Республикăри фестиваль вăхăтĕнче сцена çине тухма тивĕççисене унчченхи турсенче палăртнă. Ыран çĕнтернĕ хор коллективне вокалпа хор коллективĕсен чÿк уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Белгород хулинче иртекен «Поединки хоров» Раççейри II конкурсне кайма суйласа илĕç.

Республикăн Культура министерствин пресс-службинче "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, пултарулăх ăмăртăвне аслисене интересне кура пĕрлештерес, общество пурнăçне хутшăнтарас тĕллевпе çеç мар, çемье хаклине çынсем хушшинче сарассишĕн те, ачасемпе çамрăксене ăс-хакăл енчен аталанма пулăшассишĕн те ирттереççĕ. 

Рубрика: 

Комментари хушас