Полпред Чăваш кадет корпусĕпе паллашрĕ

Паян Чăваш Ене Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕçлĕ визитпа килчĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕтсе илнĕ.

Çак визитăн тĕп тĕллевĕ — РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канашăн ларăвне ирттересси. Мероприяти пуçланиччен полпред Атăлçи округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусне çитсе курчĕ.

Аса илтеретпĕр: ку корпуса кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнăччĕ. Унта РФ Сывлăш-космос çарĕсем валли специалистсене хатĕрлеççĕ. Ку учрежденире — вăл вĕренÿ блокĕнчен, икĕ общежитирен, спорт залĕсенчен тăрать — кадетсене лайăх вĕренме, тавра курăмне пысăклатма, тĕрлĕ енлĕн аталанма кирлĕ пĕтĕм услови пур.

Игорь Комаров тата федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен кĕпĕрнаттăрĕсем Чăваш кадет корпусне пăхса çаврăнчĕç. Ĕç мастерскойне, спорт, тренажер залĕсене, роботехника класне тата ытти çĕре кĕрсе курчĕç. Вĕсене тир та питĕ килĕшрĕ. Хăнасен ыйтăвĕсене Чăваш кадет корпусĕн директорĕ Татьяна Казакова хуравларĕ.

Унтан федерацин Атăлçи округĕн патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе йĕркеленĕ «Гвардеец» вĕренÿ-методика центрĕн презентацийĕ иртрĕ. Игорь Комаров округра «КаДетство» проект пурнăçланнине аса илтерчĕ. Чăваш кадет корпусне çак проектпа килĕшÿллĕн хăпартнине, ăна питĕ кĕске вăхăтра туса пĕтерсе хута янине палăртрĕ. Çакăншăн республика ертÿлĕхне тав турĕ.

ШУХĂШ

Иван БЕЛОЗЕРЦЕВ, Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ:

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Вĕрентÿ министерстви регионта кадет юхăмне аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрни сисĕнет. Кадет корпусĕ питĕ килĕшрĕ: архитектура чаплă, ачасене вĕренме тата пурăнма кирлĕ условисем лайăх. Чăваш Ен ку енĕпе ытти регионшăн ырă тĕслĕх пулса тăрать, çав шутрах — Пенза облаçĕшĕн те.

ФОТОРЕПОРТАЖ

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас