Пенси çулĕсене пысăклатĕç
2019 çулта пĕр пенсионер пуçне вăтамран ĕçлекен икĕ çын кăна пулĕ. Çавна май Пенси фодĕнче укçа çителĕксĕр. Çынсем пенсие каярах кайни çак çивĕчлĕхе сирме, ватăсен пенсине /паян çĕршывра пенсин вăтам виçи 14,4 пин тенкĕпе танлашать/ çуллен пĕрер пин тенкĕ ÿстерсе пыма май парĕ.
Пенси çулĕсене 2019 çултан тытăнса пĕчĕккĕн пысăклатса пырĕç — çуллен пĕрер çул хушăнĕ. Çапла вара 2028 çул тĕлне арçынсем 65 çул тултарсан пенсие кайма тытăнĕç, хĕрарăмсем 63 çула çитсен тивĕçлĕ канăва кайма пуçлĕç - вĕсемшĕн çак улшăну вăя кĕрсе çитесси 2034 çулта вĕçленĕ. Çав вăхăтрах çăмăллăхлă категорисем пенсие каяссипе çыхăннă унчченхи йĕрке упранса юлать.
Комментари хушас