Служащисен виçĕ кунтан ытла канма юрамĕ

30 Çурла, 2017

Сăмахăмăр – черетлĕ кану çумне хушса параканни пирки. Ĕç вăхăтне пăхăнман графикпа ĕçлекен Чăваш Енри муниципалитет служащийĕсен çулсерен канмалли вăхăт çумне хушса паракан тÿлевлĕ кун шучĕ виççĕрен ытла пулмалла мар.

Çак тата ытти çĕнĕлĕх Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх тата муниципалитет служби çинчен калакан саккунсене улшăну кĕртнĕ хыççăн пурнăçа кĕме тытăнĕ. 45-мĕш номерлĕ саккуна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер алă пуснă.

Курăмлă улшăнусем татах пур. Хула тăрăхĕнчен ял тăрăхĕ е ял тăрăхĕнчен хула тăрăхĕ йĕркелесен Депутатсен пухăвĕн, муниципалитет пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕн, администраци пуçлăхĕн полномочийĕсем пăрахăçланĕç.

Муниципалитет пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕн полномочийĕ вăхăт çитичченех вăйне çухатсан ун вырăнне çĕннине çур çултан кая юлмасăр суйламалла.
 

Теги: 

Комментари хушас