Пăрлă шыва ÿкнĕ арçынна çăлнă

10 Ака, 2018

Шупашкарти заливра çăлавçăсем пăр айне пулнă арçынна пулăшнă. Республикăри çăлавпа шырав служби пĕлтернĕ тăрăх, инкек тÿснĕ çынна шывран туртса кăларнă хыççăн больницăна ăсатнă.

Акан 8-мĕшĕнче каçхи 21 сехет те 30 минутра çăлав службине Анне-хÿтĕлевçĕ палăкĕнчен инçех мар вакка арçын кĕрсе ÿкнă, ăна асăрханă çынсем çăлавçăсем патне шăнкăравланă. Вĕсем тÿрех çитнĕ, ятарлă хатĕрсемпе усă курса шар курнă арçынна шывран кăларнă. Çыран хĕрринче ăна васкавлă медпулăшу бригади кĕтсе илнĕ.

Инкек тÿснĕскер Атăла çыранран ÿкни паллă. Ĕç-пуç епле пулса тухнине çирĕплетме çук-ха, çÿллĕшрен ÿксе пăра çапăннă, кайран сивĕ шывра выртнă арçын калаçайман.

 

Теги: 

Комментари хушас