Оперăпа балет театрне коллективăн пĕрремĕш ертÿçин фотопортретне парнеленĕ

10 Ака, 2017

Ĕнер, ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ гала-концертпа хупăннă. Аса илтерер: ташăн çак ÿнерне кăмăллакансене театр ака уйăхĕн 3-9-мĕшĕсенче йышăнчĕ.

Гала-концерта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе, Ларсиа Юрьевнăпа, хутшăннă. Унта вăл пушă алăпа кайман. Пĕрремĕшĕнчен, театра хăтлăх кĕртме 13,27 миллион тенкĕ укçа уйăрассине ĕнентерекен сертификатпа. Иккĕмĕшĕнчен, асăннă коллективăн пĕрремĕш ертÿçи пулнă Борис Марков портретне (авторĕ - Чăваш Республикин халăх художникĕ Николай Карачарсков) парнеленĕ. Унсăр пуçне вăл театрăн хăш-пĕр ĕçченне Тав хучĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысланă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас