"Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн планшечĕн хуçи паллă
Паян, раштавăн 20-мĕшĕнче, "Хыпар" издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Тантăш" хаçата тата "Самант" журнала çырăннисем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерчĕ. Ăна издательство çурчĕн тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев ертсе пычĕ.