"Суйлавăн иккĕмĕш кунĕ пысăк çитменлĕxceмсĕр иртнĕ", - терĕ ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков Пĕрлехи информаци центрĕнче паянхи пĕтĕмлетÿceм пирки калаçнă май.
Суйлав тĕлне ятарласа йĕркеленĕ Пĕрлехи информаци центрĕ паян малалла ĕçлет. Кунта суйлав мĕнле пыни пирки тулли информаципе паллашма пулать. Участоксенчи лару-тăру пирки те пĕлме майсем пур.
Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче 2032-мĕш суйлав участокĕ вырнаçнă. Урамра юрă-кĕвĕ янăрать, çавна май сасăлава килекенсен кăмăл-туйăмĕ пушшех çĕкленет.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров шăпах çак участокра паян сасăларĕ. Вăл кунта сасăлава лайăх хатĕрленнине, хăрушсăрлăхпа санитари мерисене çирĕп пăхăннине палăртрĕ.
Шупашкарта пурăнакан нумай ача амăшĕ Надежда Дзекунова суйлава икĕ хĕрĕпе пĕрле килчĕ.
«Эпĕ, ыттисем пекех, хамăн тивĕçе пурнăçларăм. Çак кун маншăн уяв пекех. Ача чухне анне хăйĕнпе пĕрле суйлав участокне илсе каятчĕ. Пылак çимĕç, кĕнеке илсе паратчĕ. Халĕ хам та ачасене тĕслĕх кăтартатăп. Эпĕ пĕр суйлавран та юлман.
Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ çулçÿревпе пулчĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи фермер хуçалăхĕсене çитсе килчĕ, выльăх-чĕрлĕх фермине уçнă çĕре хутшăнчĕ.
Паян федерацин Атăлçи округĕн вăрман хуçалăхĕн департаменчĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Ковалев Шупашкарта кĕркуннехи тапхăрта тивĕçлĕ службăсен ĕçне координацилесе вăрман пушарне сÿнтерес ыйтупа канашлу ирттерчĕ.
Унта федераципе республикăн патшалăх органĕсен, вăрман хуçалăхĕсен, вĕсене тĕрĕслекен тытăмсен представителĕсем хутшăнчĕç. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пухăннисене саламласа çапла каларĕ: