Кинотеатрсем ĕçлеме пуçлĕç

10 Авăн, 2020

 Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Республикăра лару-тăру аванах пулин те куçран вĕçертмелле мар. Суйлав вăхăтĕнче асăрханулăх мерисене çирĕп пăхăнмалла. Ют çĕршывран килекенсен хушшинче чирленĕ тĕслĕхсем пур. Телее, вĕсене вăхăтра палăртса изоляцие янă, — ларăва уçрĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, ют çĕршывран килнĕ 2700 çынна шута илнĕ. «Анчах 700-шĕ пирки ниепле информаци те çук. Анкета тултарман 12 çын тĕлĕшпе протокол çырнă», — терĕ Надежда Феофановна. Айăплисене тупма ШĔМ ĕçченĕсене явăçтарнă.

Тĕп санитари тухтăрĕ шкулсенче чирлекенсем тупăнни пирки пĕлтерчĕ. Акă Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта вĕренекен икĕ ачана коронавирус ернĕ. Çавна май шкулти икĕ класа карантина янă, вĕсем дистанци мелĕпе вĕренеççĕ. Чирленĕ ачасен ашшĕ-амăшĕ Турцирен канса таврăннă-мĕн. Сосновкăри шкулта тепĕр тĕслĕх тупса палăртнă. Телее, ашшĕ-амăшĕ ачана шкула яман пулнă. «Гриппа тата ОРВИпе чирлекенсен шучĕ 13 процент ӳснĕ. Вĕсен хушшинче 7-14 çулсенчи ачасем те пур. Пневмонипе аптракансен йышĕ те 23 процент ӳснĕ», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Надежда Луговская. Роспотребнадзор специалисчĕсем шкулсене куçран вĕçертмеççĕ. Хăшпĕр шкулта расписанисем требованисене тивĕçтермеççĕ. Ачасем валли апатланмалли вăхăта 10 минут кăна уйăрнă, 20 минутран кая мар пулмалла.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, тест тăвакансен шучĕ чакнă. Карантин пуçланнăранпа лабораторисенче 163 пин тĕпчев тунă. Республикăра 105 çынна грипран прививка тунă, вĕсенчен 45-шĕ — ачасем. Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ ушкăнсем ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ. Калăпăр, министерствăсем йĕркеленĕ ушкăнсем 183 протокол çырнă, суд 54 тĕслĕх тĕлĕшпе штраф пама йышăннă. Районсемпе хуласенче 326 протокол хатĕрленĕ. Мобильлĕ ушкăнсем суту-илӳ центрĕсемпе общество апатланăвĕн предприятийĕсенче асăрханулăх декларацийĕ пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. Олег Николаев шкулсенчи расписанисене тӳрлетӳсем кĕртме, суйлав вĕçленнĕ хыççăн вĕренӳ учрежденийĕсене дезинфекци тума хушрĕ.

Ларăвăн иккĕмĕш пайĕнче кинозалсемпе кинотеатрсене уçасси пирки клаçрĕç. ЧР культура министрĕ Роза Лизакова пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра 16 кинозалпа 6 кинотеатр /3760 вырăнлăх/ ĕçлет. «2019 çулта вĕсем 26 пин киносеанс ирттернĕ. Пĕр киносеанса вăтамран 29 çын пынă», — терĕ Роза Михайловна. Специалистсем 3 кинотеатра тĕрĕсленĕ: учрежденисене дезинфекци тумалли хатĕрсемпе, маскăсемпе тата ыттипе тивĕçтернĕ. Министр çавăн пекех театрсемпе концерт учрежденийĕсене уçас ыйтăва пăхса тухма сĕнчĕ. Роспотребнадзор ĕçченĕсем те кинотеатрсенче пулнă: туалетсенче дезинфекци тумаççĕ, вентиляци системи япăх ĕçлет-мĕн. Олег Николаев кинотеатрсен деклараци хатĕрлесе ĕçлеме пуçламаллине палăртрĕ.

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне:

Чирленĕ — 8070 çын /27 хушăннă/

Сывалнă — 6703 çын

Вилнĕ — 76 çын

Комментари хушас