Нацпроектсене пурнăçлас тĕлĕшпе «тÿрлетмелли» самантсем пур

4 Нарăс, 2021

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче республика 2020 çулта наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине тишкерсе хакларĕç. Регион ертÿçи Олег Николаев палăртнă тăрăх, кăтартусем аван пулин те — çитменлĕхсем пур. Çав шутра — уйăрнă укçапа туллин усă курайманни.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов цифрăсемпе паллаштарчĕ. Наци проекчĕсене пурнăçлама пĕлтĕр федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăрнă 16,8 миллиард тенкĕпе усă курнă. Ку — палăртнин 95%. Наци проекчĕсен тытăмне кĕрекен регион проекчĕсенчен чылайăшĕ валли уйăрнă укçана 100% тăкакланă, анчах уйрăм проектсем тĕлĕшпе усă курайман укçа самай пысăк.

Укçана туллин ĕçе ярайман министерствăсен ертÿçисем лару-тăрăва уçăмлатрĕç. Строительство министрĕ Александр Героев чи малтанах çурт-йĕр тăвасси пирки сăмах пуçарчĕ. Шел те, иртнĕ çулхи ĕçпе мăнаçланма сăлтав çук. 577 пин тăватал метр çурт-йĕр хута янă — виçĕм çулхи шайăн 88% чухлĕ çеç. Çавăнпа ĕнтĕ ларура çакăн сăлтавĕсене тĕплĕ тишкермелли пирки те калаçу пулчĕ.

Çав шутра — республикăра уйрăм çынсем тăвакан çурт-йĕр лаптăкĕсене шута илес тĕлĕшпе çивĕчлĕх пурри. Нумай хваттерлĕ çуртсен хута яракан лаптăкĕ аван, уйрăм çынсем тăваканнин /ку чи малтан районсене, ялсене пырса тивет/ ытла та сахал. Уйрăм районсенче çулталăк тăршшĕпе çын пуçне пĕтĕмпе те 0,2 тăваткал метр çурт-йĕр хута янине кăна шута илни тем тесен те чăнлăхпа килĕшсе тăмасть — статистикăна «тÿрлетмеллех».

Пĕлтĕр çулсем тăвас енĕпе аван ĕçленĕ. Виçĕ автоçул тунă: иккĕшне — Шупашкарти Çĕнĕ хулара, теприне — Университет микрорайонĕнче, вăл пуш уйăхĕнче хута каймалла. Халăха таса шывпа тивĕçтересси те — Строймин яваплăхĕ. 2020 çулта пурнăçланă ĕç çинчен каланипе пĕрлех Александр Героев кăçалхи объектсене те асăнчĕ: Пăрачкавра ĕçсене вĕçлемелле, кăнтăр енчи районсене шывпа тивĕçтермелли водоводăн 1 тата 4-мĕш комплексĕсене тума пуçламалла — çăва тухнă тĕле конкурс процедурисене йĕркелесе ирттермелле.

Культура министерстви укçан пĕр пайĕпе усă курайманни филармони реконструкцийĕпе çыхăннă — уйăрнă укçан 59% çеç тăкакланă. Строительство ĕçĕсене те пĕтĕмпех пурнăçламан, оборудование те туллин кÿмен. Светлана Каликова министр татăклăн каларĕ: «Çивĕчлĕхе пĕлетпĕр, тивĕçлĕ йышăнусем тăвăпăр».

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтĕр республикăра малтан 6 фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртнине аса илтерчĕ. Конкурс процедурисем ирттернĕ май укçа перекетленнĕ те — тата икĕ ФАП тăвас тенĕ. Анчах каярахпа татах перекет пулнă — тепĕр ФАП тума йышăннă. Шăпах ăна туса ĕлкĕреймен — ун тĕлĕшпе конкурса та раштав вĕçĕнче кăна ирттернĕ. Кăçал тăвĕç. Хайхи 8 пункт вара хута кайнă — ĕçлеççĕ.

Демографи проекчĕ валли уйăрнă укçан пĕр пайĕ юлнă. Сăлтавĕ кунта та об±ективлă. Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене пулăшмалли укçа пирки сăмах. Демографи тĕлĕшпе лару-тăру кăткăсси паллă — ача çуратакансен шучĕ палăрмаллах чакни куçкĕрет, çавăнпа пулăшу кÿнĕ тĕслĕхсем те сахалланнă, апла тăк укçа та кĕтнĕ чухлех тăкакланман. Тепĕр самант — кадрсемпе сăлтавланни. Медиксен шучĕ чакни палăрать. Хăшĕсем çулсене пула ĕçрен каяççĕ, иртнĕ çул шурă халатлă çынсен йышĕ чир-чĕре пула пĕчĕкленни те вăрттăнлăх мар, унсăр пуçне кадрсем ытти региона куçнă тĕслĕх те чылай.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев нацпроектсене пурнăçлас тĕлĕшпе тимлĕхе ÿстерме чĕнсе каларĕ. Унсăр пуçне çулталăк пуçламăшĕнче вăл е ку ĕç валли уйăракан укçана нацпроектсемпех çыхăннă ытти тĕллев валли ямашкăн йышăнма май пур, çавăнпа та пĕтĕмпех тĕплĕ тишкермелле — çак майпа та усă курмалла.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — бюджет ĕçченĕсен шалăвне Президент указĕнче палăртнă виçепе ÿстерсе пырасси. Каллех бюджетниксемшĕн яваплă кашни министр отчет турĕ. Вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева каланă тăрăх, пĕлтĕр шкулчченхи учрежденисен педагогĕсен вăтам шалăвĕ 26,3 пине яхăн тенкĕпе танлашнă. Шкулсенче — 28,8 пине яхăн. Вузсен преподавателĕсен тата наука ĕçченĕсен укçин уйăхри вăтам виçи 53—54 пин тенкĕ таранах пысăкланнă. Тивĕçлĕ индикаторсене пурнăçланă.

Врачсен шалăвĕ 62397 тенке çитнĕ. Ан ăмсанăр: сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, пысăк çак виçе медиксене коронавирус тапхăрĕнче хушма тÿлевпе тивĕçтернипе сăлтавланнă. Тепĕр тесен, çав «стимула» шута илмесен те шалу япăх мар — 54 пин тенкĕ патнелле. Сиплев учрежденийĕсенчи вăтам персонал шалăвĕ 32,9 пин тенкĕпе танлашнă. Инфекципе çыхăннă хавхалантару пайне кăларсан — 28 пине яхăн.

Социаллă ĕçченсен вăтам ĕç укçи 30,5 пин тенке çитнĕ. Культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен — 27,2 пин тенке яхăн. Светлана Каликова министр муниципалитетсене культура ĕçченĕсене тулли ставкăпа ĕçе йышăнмашкăн хистени пирки каларĕ — ĕç укçине те тивĕçлĕ индикаторсен шайне çитермелле. Ставкăсем тенĕрен, отрасльте кăмăлсăрлăх пуррине пĕлнине кура Олег Николаев ку ыйтăва уйрăммăн тишкерессине çирĕплетрĕ — тĕплĕ калаçу пулĕ.

Кăмăлсăр тепĕр ушкăн — тренерсем. Спорт министрĕ Василий Петров каланă тăрăх, вĕсен республикăри йышĕ 429 çынпа танлашать. Ачасемпе, çамрăксемпе ĕçлеççĕ пулин те вĕсем педагогсен ретне лекмен, çавна май тренерсен ĕç укçи те ытти педагогăннипе пĕр виçепе ÿссе пымасть. Вăтам шалу 22 пин тенкĕрен кăшт кăна иртет. Çав вăхăтрах Атăлçи округĕнче çак ушкăнăн вăтам ĕç укçи 34 пин тенкĕ ытла, Раççейре — 42 пин. «Пирĕн тренерсен шалăвĕ экономикăри вăтам виçен 65% чухлĕ кăна — çак йĕрке юрăхсăр. Çынсен нуша курмалла мар…» — пăшăрханса каларĕ министр.

Финанс министерстви спорт шкулĕсене ĕç укçине ÿстермешкĕн шалти резервсене шырама сĕнет, Олег Николаев вара çакăнпа пĕрлех Патшалăх Думин депутачĕсемпе те ĕçлемелле тесе шутлать: тренерсен шалăвне ытти педагогăннипе пĕрле ÿстерсе пымашкăн саккун кăлармалли пуçару туччăр. Çак калаçăва Дума депутачĕ Анатолий Аксаков та, ларăва видеоконференцмелпе хутшăннăскер, тимлĕ итлерĕ те — регион ертÿçин сĕнĕвне ырларĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас