Нацпроектсем пурнăçланаççĕ

28 Çурла, 2019

ЧР Пуҫлӑхĕ ҫумĕнчи стратеги аталанӑвĕн тата проект ĕҫ-хĕлĕ енĕпе ĕҫлекен канашӑн юнкун Правительство пуҫлӑхĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ ларӑвĕнче наци проекчĕсене пурнӑҫламалли регион шайĕнчи проектсен паспорчĕсене тишкерсе ҫĕнетрĕҫ.

АПК продукцийĕн экспорчĕпе, сывлӑх сыхлавĕпе, фермер ĕҫне аталантарассипе ҫыхӑннӑ проектсем, ытти проект республикӑра ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫĕ, курӑмлӑ кӑтартусем пур. Калӑпӑр, ял хуҫалӑхĕнче ĕҫ пуҫарнӑ пĕчĕк тата вӑтам предпринимательсен шучĕ кӑҫал самаях хушӑннӑ - 138-ӑн АПК сферинче ĕҫлеме тытӑннӑ. Халӑха спорт обьекчĕсемпе тивĕҫтерессин кӑтартӑвĕсем те ӳсĕмлĕ. Ҫав вӑхӑтрах Иван Моторин ҫитменлĕхсем тавра та сӑмах пуҫарчĕ. Сӑмахран, Атӑла сыватмалли федераци программи пур, анчах Шупашкарсӑр пуҫне унта хутшӑнма ытти пĕр муниципалитет та проектсем хатĕрлемен. Ҫавна май вӑл Атӑл хĕрринче вырнаҫнӑ районсемпе хуласене ку енĕпе хастартарах пулма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас