Тарифсен индексацийĕн вăхăтне маларах куçарнă
Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен, ресурссен тарифĕсем пысăкланни ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура тишкернĕ темăсенчен пĕри пулчĕ.
Тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Правительстви тарифсен индексацийĕн вăхăтне çур çул маларах куçарнă — çитес çулхи утă уйăхĕнче пулмалли индексаци раштавăн 1-мĕшне куçать. Вăл çулталăк çурăлăх пулать. Урăхла каласан черетлĕ индексаци 2024 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăна пулĕ.