Çĕнĕ шкулсем çĕкленеççĕ
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттерекен тунтикунхи канашлура «ПроШкола» пĕрлĕхпе шкулсем тума алă пуснă килĕшĕве пурнăçласа тăвакан шкулсен строительствипе вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин паллаштарчĕ. Сăмах виçĕ шкул пирки пырать. Тĕп хулари Хĕвеллĕ микрорайонта 1400 вырăнлăх объектра 3-мĕш стройтрест ĕçлет. Шкула çитес çул вĕçĕнче хута ямалла. Объект пысăк — тăватă блокран тăмалла: аслă тата кĕçĕн классем вĕренмеллисем, 700 вырăнлăх столовăй, 460 вырăнлă курав залĕ, бассейн... Хальлĕхе унта ĕçсен 16% пурнăçланă.