«Нарспи» - чăваш литературин çĕнĕ çулĕ
«Нарспи» пуçламăшĕ - чăвашсен çĕнĕ çул пуçламăшĕ. Ку - çутçанталăкра пурнăç чĕрĕлсе вăй илнин пуçламăшĕ. Пĕрремĕш сăмахсемех - «пуш уйăхĕ» икĕ пуçламăшĕ - поэма пуçламăшĕ тата çĕнĕ çулла /çĕнĕ çул/ пуçламăшĕ тĕл пулнине систереççĕ. Шăпах «çĕнĕ çулла», мĕншĕн тесен пăлхар-чăваш календарĕнче çулталăкăн куçса пыракан вăхăчĕсене - кĕркуннепе çуркуннене - уйăрни пулман. Ĕлĕк çулталăка икĕ пая - çуллана тата хĕллене - пайланă. Хĕллехи вăхăт çĕр çинчи тĕнче «вилнипе» çыхăннă - çутçанталăк ыйха путнă /«хĕллехи ыйха»/. Шăпах çавăнпа çуллахи вăхăт пирки пусарарах каланă, çакă вырăс чĕлхинче уйрăмах лайăх курăнать /ЛЕТОисчисление, ЛЕТО такого-то года.../
Поэма пуçламăшĕ тĕнче моделĕ евĕр:
чăвашсен çутçанталăкри хĕресĕ
Малтанхи 4 йĕркере /авалхи тухăç халăхĕсен цифрăсене шутлас йĕркинче 4 цифра пулсах çитеймен пулăма килĕшÿлĕх кÿрет теççĕ/ - тĕнче пуçланса кайнин моделĕ.
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса. Малалла вулас...
Комментари хушас