Станислав УПАÇÇИ

21 Ака, 2015

«Нарспи» - чăваш литературин çĕнĕ çулĕ

«Нарспи» пуçламăшĕ - чăвашсен çĕнĕ çул пуçламăшĕ. Ку - çутçанталăкра пурнăç чĕрĕлсе вăй илнин пуçламăшĕ. Пĕрремĕш сăмахсемех - «пуш уйăхĕ» икĕ пуçламăшĕ - поэма пуçламăшĕ тата çĕнĕ çулла /çĕнĕ çул/ пуçламăшĕ тĕл пулнине систереççĕ. Шăпах «çĕнĕ çулла», мĕншĕн тесен пăлхар-чăваш календарĕнче çулталăкăн куçса пыракан вăхăчĕсене - кĕркуннепе çуркуннене - уйăрни пулман. Ĕлĕк çулталăка икĕ пая - çуллана тата хĕллене - пайланă. Хĕллехи вăхăт çĕр çинчи тĕнче «вилнипе» çыхăннă - çутçанталăк ыйха путнă /«хĕллехи ыйха»/.