К.В. ИВАНОВ çулталăкĕ

24 Ака, 2015

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче...

Анне телевизор пăхса ларать. Чăвашсен мухтавлă классикĕ Константин Васильевич Иванов çинчен кăларăм пырать.

- Çĕр çул иртсен те манмаççĕ-ха Иванова. Шкул ачисене пирĕн вăхăтри сăвăсенех вĕрентеççĕ иккен-ха, - хăй тĕллĕн калаçса ларать вăл.

21 Ака, 2015

«Нарспи» - чăваш литературин çĕнĕ çулĕ

«Нарспи» пуçламăшĕ - чăвашсен çĕнĕ çул пуçламăшĕ. Ку - çутçанталăкра пурнăç чĕрĕлсе вăй илнин пуçламăшĕ. Пĕрремĕш сăмахсемех - «пуш уйăхĕ» икĕ пуçламăшĕ - поэма пуçламăшĕ тата çĕнĕ çулла /çĕнĕ çул/ пуçламăшĕ тĕл пулнине систереççĕ. Шăпах «çĕнĕ çулла», мĕншĕн тесен пăлхар-чăваш календарĕнче çулталăкăн куçса пыракан вăхăчĕсене - кĕркуннепе çуркуннене - уйăрни пулман. Ĕлĕк çулталăка икĕ пая - çуллана тата хĕллене - пайланă. Хĕллехи вăхăт çĕр çинчи тĕнче «вилнипе» çыхăннă - çутçанталăк ыйха путнă /«хĕллехи ыйха»/.

17 Ака, 2015

Шифр уççине тинех тупрăмăр

Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕ шурă хут листине саккăра хутлатса çĕленĕ, кĕсьере чиксе çÿреме хатĕрленĕ типтерне /тетрадьне/ малтанхи хут 1906 çулхи çурлан 16-мĕшĕнче çырса хуни паллă. Юлашки тăватă страницăра /80-84-мĕш питсенче/ тата пĕрремĕшĕнче 11 саспаллинчен йĕркеленĕ клише çапса тултарнă. Ăна поэтăмăрăн 1957 çулта тухнă çырнисен пуххинче чăвашла «касса тунă саспаллисен чернилпа сĕрсе пичетленĕ ÿкерчĕкĕ», вырăсла «отпечатки букв самодельного шрифта» тесе палăртнă. Асăрхаттарăвĕсене çыраканĕ /Н.Ф.Данилов/ малтанхи çакă саспаллисене кăтартнă: Ч, Х, О, Т, Г, В, С.