Пуш уйăхĕн вĕçĕнче...

24 Ака, 2015

Анне телевизор пăхса ларать. Чăвашсен мухтавлă классикĕ Константин Васильевич Иванов çинчен кăларăм пырать.

- Çĕр çул иртсен те манмаççĕ-ха Иванова. Шкул ачисене пирĕн вăхăтри сăвăсенех вĕрентеççĕ иккен-ха, - хăй тĕллĕн калаçса ларать вăл.

- Тахçан ача чухне вуланă сăвăсене астăватăн-им вара? - тĕлĕнсе ыйтатăп унран. Тăлăхскер шкулта пурĕ те тăватă класс кăна вĕреннĕ-çке вăл.

- Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса...…

«Нарспи» поэмăри «Силпи ялĕнче» сыпăка пăхмасăр калама тытăнчĕ 91 çулти ватă! Чăн та, епле манăн К.В.Ивановăн калама çук илемлĕ те çăмăл чĕлхепе çырнă йĕркисене! Миçе ăру çыннисен чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă вĕсем!

...Поэт çуралса ÿснĕ Слакпуç тăрăхĕнчи вырăнсем куç умне тухса тăчĕç: тăван ялĕ, кашласа ларакан вăрман, шăнкăр-шăнкăр шыв юххиллĕ чăнкă çырмасем, çĕр айĕнчен тапса тăракан çăлсем, сăртлă-туллă улăх-çарансем... Çак çĕр çинче çарран чупса ÿснĕ ĕнтĕ Кĕçтенттин...

1978 çулхи май уйăхĕнче пулса курнăччĕ эпĕ çак ялта. Чăваш патшалăх университечĕн филологи уйрăмĕнче вĕренекен студентсен пĕр ушкăнне /унта манăн аппа вĕренетчĕ/ Ю.М.Виноградов аслă преподаватель К.В.Иванов çуралса ÿснĕ яла илсе кайрĕ. Пушкăртстана пуйăспа Ĕпхÿ урлă кайнăччĕ, килме - Куйбышевпа /хальхи Самар/ Ульяновск витĕр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.